Моргаушский муниципальный округ

Çимĕк

 

Мăнкун иртсен çиччĕмĕш эрнере чăвашсем Çимĕк кунне уявлаççĕ. Вăл вилнĕ тăвансене, хурăнташсене асăнмалли кун. Христиансен Троица ятлă уявĕпе пĕр килет.

Çимĕк ыран тенĕ чухне хĕрарăмсем вăрмана кайса эмель курăкĕсемпе йывăç тураттисене  пуçтарса килнĕ. Чÿрече умне, алăк, хапха патне тирсе тухнă. Ытларах пилеш тураттипе усă курнă.  Мĕншĕн тесен ĕлĕкех çапла каланă:  пилеш усал вăйсене сирсе ярать, пÿрт-çурт патĕнчен хăвалать тенĕ. Чăвашсем ку йăлана пăхăннине паян та курма пулать. Çимĕк кунĕсенче пилеш тураттисемпе  илемлетнĕ  ялти  çуртсене  асăрханах  ĕнтĕ  эсир.

Тĕрлĕ йывăçсен пуххинчен хатĕрленĕ милĕкпе чун каниччен çапăнса, эмель курăкĕсен шывĕпе тасалса çăвăннă хыççăн, шап-шур  çĕн кĕпе  тăхăнса кĕтсе илеççĕ  Çимĕк уявне чăвашсем.  Вилнисене асăнмалли кунра: юхтармалли икерчĕ, кукăль-пÿремеч тата ытти тутлă çимĕçсене пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Килте ваттисене асăнсан, пурте (масар) çăва çине каяççĕ. Унта çитсен вил тăпри çумнерех çивитти сарса хурса, пĕрле илсе килнĕ çимĕçсене лартса тухаççĕ те пур тăвансенче вилнисене  асăнса,  хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйлаççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 июня 2006
00:00
Поделиться
;