«АПК аталантарасси» наци проекчĕ
«АПК аталантарасси» наци проекчĕ ял хуçалăхне ура çине тăратассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кашниех ăнланса илчĕ ĕнтĕ. Патшалăх çапла майпа уйрăм хушма хуçалăха аталантармалли çула та уçса пачĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн районтан 30 çын патшалăх пулăшăвне илнĕ ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 6 млн. та 15 пин тенкĕлĕх. Çав шутран 29-шĕ кредита «Россельхозбанк» урлă илнĕ 5 млн. та 215 пин тенкĕлĕх. Асилтеретĕп. «Россельхозбанк» представительстви районти ял хуçалăх управленийĕн пÿлĕмĕнче вырнаçнă. Асăннă банк урлă кредит илес текенсем документсене унта илсе пымалла. «Килĕшÿ» кооператив урлă 1 çын 300 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Çакна палăртмалла. Çак кунсенче Перекет банкĕ те асăннă наци проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеме пуçларĕ. Перекет банкĕн Муркашри уйрăмĕ урлă уйрăм хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвне илес текенсем паянхи куна 75ĕн: пурĕ 7 миллион та 146 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илме документсем хатĕрлесе панă вĕсем.
«Россельхозбанк» урлă кредит илес текенсем тата 29ăн: пĕтĕмпе 4 миллион та 575 пин тенкĕлĕх пулăшу илес ĕмĕтлĕ вĕсем.
«Килĕшÿ» кредит кооперативĕ урлă патшалăх пулăшăвне тата тепĕр 5 çын пурĕ 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх илесшĕн.
Çапла майпа çак 2 банкпа кредит кооперативĕ урлă пирĕн районта пурăнакан тепĕр 109 çын 13 миллион та 21 пин тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илĕç.
Хаçат вулакансем! Уйрăм хушма хуçалăха аталантарма патшалăх пулăшăвне илес тетĕр пулсан, эсир кая юлман-ха. Чи малтанах эсир ку ыйтупа хăвăр пурăнакан ял тăрăхĕн администрацине кайăр. Сире унта мĕнле документсем хатĕрлесси пирки ăнлантараççĕ, сире патшалăх пуулăшăвне илме пулăшаççĕ.
«Россельхозбанк» урлă кредит илнĕ 29 çынна вара çакăн пирки асилтересшĕн. Кредита тĕллевлĕн усă курни çинчен çирĕплетекен документсене банка тăратăр: çак ĕçе мĕн чуль хăвăртрах пурнăçлатăр, сирĕн счет çине патшалăх саплаштаракан сумма çавăн чухлĕ маларах килсе тăма пуçлĕ.
Уйрăм хушма хуçалăхсене аталантарма кредит илессипе Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕ лайăхрах ĕçлет: 7ĕн кредит илнĕ. Çавăн пекех Турай, Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче те 6-шар çын патшалăх пулăшăвне илнĕ.