Моргаушский муниципальный округ

Июнĕн 10-мĕшĕнче - Акатуй

Район администрацийĕн пуçлăхĕ майăн 22-мĕшĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ май районта Акатуй уявне ирттересси çинчен 147 № номерлĕ йышăну кăларнă. Ăна  Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкне халалланă.

53-мĕш Акатуя ирттерме ĕç комиссийĕ йĕркеленĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов ертсе пырать.

Уяв яланхи пекех Лантăш вăрман уçланкинче иртет.

Ял тăрăх пуçлăхĕсене, предприяти, организаци, учреждени ертÿçисене, уява килнисене транспортпа тивĕçтерме хушнă. Вырăнсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетме, Акатуй уявĕсене ирттерме сĕннĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 мая 2006
00:00
Поделиться
;