Моргаушский муниципальный округ

Тавтапуç вĕрентекенсем, сире!

Эпĕ, шкул  пĕтерни кăçал 10! çул çитет.  Ĕненме йывăр. 

Анчах пек  - пĕрремĕш класс, пĕрремĕш урок,  пĕрремĕш учитель. Аса илÿ çăмхине сÿтнĕçемĕн  иртнĕ кунсем ума тухса тăраççĕ. Çиçĕм пек хăвăрт иртсе кайрĕ ачалăх! Халĕ вара эпир пурте çитĕннĕ çынсем. Нумайăшĕ çемйеллĕ ĕнтĕ, ачисем те чупса çÿреççĕ. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, интересĕсем. Пĕр класра 11 çул пĕрле вĕреннĕскерсем пĕр-пĕрне час-часах тĕл пулаймастпăр пулсан та, кашни пилĕк çулта тĕл пулусем ирттеретпĕр. Ун чухне вара пĕтĕмпех аса илетпĕр: пĕрремĕш класа пĕрремĕш хут килни, пĕрремĕш вĕрентекен т.ыт.те.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 мая 2006
00:00
Поделиться
;