Моргаушский муниципальный округ

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе

Май уйăхĕн çурринчен те иртрĕмĕр. Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕччен те вăхăт сахалрах та сахалрах юлса пырать. Çак çĕршыв шайĕнчи мероприятие ял хуçалăхĕнчи паянхи лару-тăрăва шута илсе, ăна аталантармалли тĕллевлĕ программăсем йышăнма, çапла майпа халăх пурнăçне лайăхлатма ирттереççĕ.

Çакăн пирки тата ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă ытти ыйтусене хаçат страницинче те тăтăшах çутатса тăратпăр. Апла пулин те районта пурăнакансен татах та ыйтусем çуралма пултараççĕ. Кăна ăнланмалла ĕнтĕ, мĕншĕн тесен 86 çул хушши яла «инвентаризацилемен»  вĕт.

Çакна шута илсе, патшалăх статистикин Федераллă служби (Росстат) майăн 10-мĕшĕнче телефонпа «вĕри лини» уçрĕ.

Ăна Раççейри «Комстар - Объединенные ТелеСистемы» паллă телекоммуникаци компанийĕ пулăшнипе йĕркеленĕ.

Сăмах май каласан, çакнашкал «вĕри лини» 4 çул каялла иртнĕ халăх çыравĕ умĕн те ĕçленĕччĕ. Çакă пысăк пĕлтерĕшлине пурнăç çирĕплетсе пачĕ.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕпе çыхăннă хăвăра хумхантаракан ыйтусене эсир «вĕри линин» 8-800-2006-0-07 номерпе шăнкăравласа пама пултаратăр. Ял хуçалăх çыравĕ кăçалхи 7-мĕш уйăхра иртнине асра тытсан, асăннă номере астуса юлма йывăр мар.

Росстатăн халь çеç асăннă номерĕпе Раççейĕн кирек хăш регионĕчен те шăнкăравлама пулать. «Вĕри лини» кану кунĕсемсĕр  Мускав вăхăчĕпе 9 сехетрен пуçласа 21 сехетчен ĕçлет. Шăнкăрав тÿлевсĕр. Паллах, вăрттăн: кам шăнкăравланине ыйтмаççĕ.

Сирĕн шăнкăравсене «Комстар-ОТС» контакт-центрĕн операторĕсем йышăнаççĕ. Çыравпа çыхăннă кирек епле ыйтăва та пама пултаратăр вĕсене.

«Вĕри лини» хăйĕн ĕçне Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пĕтнĕ кун июлĕн 25-мĕшĕнче вĕçлет. Унччен вара шăнкăравлăр. Сире  тулли хуравсем парĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
16 мая 2006
00:00
Поделиться
;