Моргаушский муниципальный округ

Конкурс Хутшăнма чĕнетпĕр

Раççей Правительствин йышăнăвĕпе çулленех "Раççейри пысăк социаллă эффективлăха йĕркелесси" пĕтĕм Раççейри конкурс ирттереççĕ. Унăн тĕллевĕ - социаллă ыйтусене татса парс тĕлĕшне предприятисемпе организацисен активлăхне ÿстересси, ку ĕç эффективлăхне ÿстерсе пырасси.

Конкурса Раççеă Федерацийĕнче регистрациленĕ пур предприятисем те хутшăнма пултараççĕ. Итогсене 2006 çулхи 4-мĕш кварталта пĕтĕмлетме палăртнă.

Конкурса хутшăнас тесен документсене 2006 çулхи июнĕн 15-мĕшĕччен çак адреспа тăратмалла: 105203, Мускав, 15-мĕш Парковăй урам, 8-мĕш çурт, тел|факс 463-95-90, 464-33-33, 461-66-89.

Пур ыйтусемпе те район администрацийĕн экономика пайне (тел.: 2-13-41) тата ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану министерствин районти пайне (тел.: 2-12-40) пыма пултаратăр.  



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 мая 2006
00:00
Поделиться
;