Аслă Çĕнтерÿ кунне халалласа Вĕсем хисепе тивĕç
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 61 çул çитнине пур çĕрте те анлăн паллă тума палăртаççĕ. Уяв умĕн районта та тĕрлĕ мероприятисем сахал мар пулса иртеççĕ.
Юлашки вăхăтра вырăнсенче территорисене тирпей-илем кĕртессипе сахал мар ĕçсем туса ирттерчĕç. Предприятисемпе организацисем çак ĕçе япăх мар хутшăнчĕç. Ку ĕçсене малашне туса пыма палăртнă.
Кунпа пĕрлех Çĕнтерÿ кунне уявланă кунсем умĕн Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене тÿлевсĕрех мунча кĕртеççĕ тата парикмахерскинче тÿлевсĕр çÿç кастараççĕ.
Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсене, вăрçăра вилнĕ салтак мăшăрĕсене тата Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă ытти çынсене пĕр вăхăтлăх пулăшаççĕ. Çавăн пекех вăрçă ветеранĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ, вĕсене çăмăллăхсемпе епле тивĕçтернине тĕрĕслеççĕ, медицина учрежденийĕсенче комплекслă медицина тĕрĕслевĕсем ирттерессине йĕркелеççĕ. Ветерансем валли "Уçă алăксен кунне" ирттереççĕ.
Районти историпе краеведени музейĕн алăкĕсем шкул ачисемшĕн уçă. Вĕсем кунта тăван халăхăн Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи паттăрлăх тĕслĕхĕсемпе паллашма пултараççĕ.
Спорт мероприятийĕсем пирки те асăнса хăвармалла. Районăн истори тĕлĕшĕнчен паллă вырăнĕсем тăрăх çуран чупассине йĕркелеме, Совет Союзĕн Геройĕсем Я. Анисимов, И. Мешаков, Б. Васильев ячĕсемпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме пăхнă.
Вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем уяв кунĕсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн салам открыткисене илеççĕ.