Моргаушский муниципальный округ

Ĕç династийĕсем Республика слетне хутшăнчĕç

Майăн 1-мĕшĕнче К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшăлах академи драма театрĕнче ĕç династийĕсен республикăри 4-мĕш слечĕ иртрĕ. Унта республикăри районсемпе хуласен чи лайăх 35 династийĕн представителĕсем хутшăнчĕç. Республикипе вара кун пек династисем 1000 ытла.

Муркаш районĕнчен республика слетне Кашмашри Алжировсен çемйи хутшăнчĕ. Династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 313 çулпа танлашать. Династи пуçĕ - ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ Л.П. Алжиров. Хăйĕн ĕç биографине 1944 çулта пуçланă. Çарта пулнă хыççăн хуçалăхра уй-хир бригадин бригадирĕнче ĕçленĕ. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин пăхăр медалĕпе наградăланă, "9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" ят панă.

Чăваш Республикин Президенчĕ ячĕпе Алжировсене асăнмалăх парне панă.

Хамăр инф.


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 мая 2006
00:00
Поделиться
;