Моргаушский муниципальный округ

Çыру çырăр

 

РФ  Правительстви кăçалхи мартăн 24-мĕшĕнче 160 № йышăнупа почта ещĕкĕсенчен çырусем илмелли тата çырусене адресатсем патне çитермелли нормативсене çирĕплетнĕ. Вĕсем кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕреççĕ.

Тĕп хуларан район центрне çыру 2 кунта çитмелле. Унчченхи норма 2-4 кун пулнă. Район ценрĕнчен ял тăрăхĕсене çыру 3 кунта çитмелле.

Пысăк хуласем хушшинче çыру çÿремелли нормăсене те çирĕплетнĕ: Сăмахран, Мускавран Шупашкара - 5 кун.

Çырусене çыхăну уйрăмĕнчи почта ещĕкĕсенчен кашни кун илмелле. Пысăк хулари ещĕксенчен - кунне 2 хут.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
21 апреля 2006
00:00
Поделиться
;