Пуласлăх паянхи çамрăксенче
21 ĕмĕрте пурнăç хăвăрт улшăнса, аталанса пырать. Çавăнпа та паян пурнăçран юлас мар тесен нумай пĕлмелле, ăс-тăна туптамалла. Информатикăпа компьютер ĕмĕрĕнче пурăннă май кашни отрасльтех çĕнĕ технологисем ĕçе кĕреççĕ.
Еплерех аталанса тухаççĕ-ха пурнăç çулĕ çине паянхи çамрăксем; Мĕн ытларах кăсăклантарать вĕсене; Çак тата ытти ыйтусем çине хуравлама ыйтрăм эпĕ район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн тĕп специалистне Г.Г. Любимована.
- Галина Геннадьевна, районти çамрăксен пурнăçĕпе пĕтĕмĕшле паллаштарăр-ха тархасшăн;
- Паянхи çамрăксен ыран аслă ăрури çынсене улăштармалла, вĕсен ĕçне малалла тăсмалла. Эпир хамăрăн тивĕçсене пурнăçланă чух çакна тĕпе хуратпăр та. Çамрăксене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, физкультурăпа спорта ытларах явăçтарас тĕлĕшпе чылай ĕçсем туса ирттеретпĕр, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшас енĕпе те тимлетпĕр. Хальхи çамрăк ăру умне нумай ыйтусем тухса тăчĕç: тÿлевлĕ вĕренÿ, килĕшекен професси туянма йывăрланса пыни, ĕçсĕрлĕх, сиенлĕ йăласенчен пăрăнасси, кану вăхăтне интереслĕ те усăллă ирттересси т. ыт. те. Çавăнпах ĕнтĕ çамрăксен проблемисене пĕрле сÿтсе явса татса парас, пĕрле канашласа кирлĕ йышăнусем тăвас тесе вырăнсенчен çамрăксен форумĕсене ирттеретпĕр. Малтанхи форум Калайкассинче пулчĕ. Çак меропроиятие активлă, пултаруллă çамрăксем хутшăнаççĕ. Ытти ял тăрăхĕсенче те форумсем пулса иртеççĕ. Иртнĕ эрнере вĕрентÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн диагностикăпа консультаци центрĕнче çамрăксен канашĕсен ертÿçисемпе, активистсемпе, ытти специалистстемпе уçă калаçу ирттертĕмĕр.
Çамрăксен ыйтăвĕсем çине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕшĕн 25 ача район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. Тĕрлĕ шайри ĕçсене туса иртерме район бюджетĕнчен 100 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçаранах эпир 2005 çулта 33 культура учрежденине «Çамрăксен хаçачĕ» тата «Молодежный курьер» хаçатсене çырăнса патăмăр. Хамăра кулленхи ĕçре усă курма тĕрлĕрен журналсем 4 экземпляр çырăнтăмăр. Çав изданисемпе шкулсенче усă курма меллĕ.
2005 çулта республикăра пулса иртнĕ «Çул çитмен çамрăксен ĕç бригадин чи лайăх йĕркелÿçи - учреждени» конкурсра çак номиаципе 1 вырăн çĕнсе илтĕмĕр, ЧР Вĕрентÿ тата çамрксен политикин дипломне тивĕç пултăмăр.
- Районта çамрăксен йышĕ еплерех;
- Паянхи куна Муркаш район территорийĕнче пурăнакансенчен 14-30 çулсенчисем 8794 çын е пĕтĕм халăхăн (23,7 проценчĕ). Иртнĕ çулта 8102 çын (22 процент) пулнă. Шкул çулне çитменнисем - 2114 ача* 9 класс таран - 3596 ача, 9-11 класра вĕренекенсем - 1586. Танлаштарма: Муркаш ял тăрăхĕнче 1267 çамрăк, Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче -230.
Ял хуçалăх ĕçĕсенче 703 çамрăк (8 процент), сывлăх хуралĕнче -85 çамрăк (1 процент), вĕрентÿ ĕçĕнче 139 çамрăк (1,5 процент), шалти ĕçсен пайĕнче 56 çамрăк (0,6 процент). Республика тулашне ĕçлеме каякансем - 1222 çамрăк (14 процент), ĕçĕррисем - 235-н.
«Çамрăк çемье» тата «Ялсен социаллă аталанăвĕ» программăсемпе Муркаш ял тăрăхĕнчи 16 çамрăк çемье тĕллевлĕ пулăшу илнĕ. Уйкас Янасал, Чуманкасси, Ярославка, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенче çак пулăшупа пĕр çемье те усă курман.
Çул çитмен тата 30 çулсенчи çамрăксем Муркаш ял тăрăхĕнче 17 преступлени тунă, Чуманкасси ял тăрăхĕнче пачах пулман.
Çемье çавăракансем те Муркаш ял тăрăхĕнче ытларах пулнă, 29 мăшăр пĕр çулпа утма тытăннă. Аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче вĕренекенсем те Муркаш ял тăрăхĕнче нумайрах (184).
Çакна та палăртма кăмăллă: пултаруллă çамрăксене хавхалантарма ЧР Президенчĕн пин ытла стипендине туса хунă. Районта çав стипендиатсем 2003 çулта иккĕн пулнă пулсан, кăçал ку стипендие 17 çамрăк тивĕçрĕ. Çакăн пек паянхи куна районта пĕтĕмĕшле лару-тăру. Темле пулсан та ырри, лайăххи ытларах пуласса шанас килет.
ЧР Президенчĕ 2006 çула Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Эсир кун пирки мĕн калама пултаратăр;
- Ку пĕрре те ыт-ахалтен мар. Ăс-хакăлпа чун аталанăвĕ урлă лайăхрах ĕçлесе экономикăна çирĕплетмелле. Çак енĕпе шкулсен те, çамрăксен те аякра тăмалла мар, мĕншĕн тесен наци культурине чи малтанах шкулсен тăван чĕлхе урлă аталантарса пымалла. Çавна май вĕрентÿ учрежденийĕсен, ял тăрăхĕсен обществăлла пĕрлешÿсемпе тата предприятисемпе, организацисемпе пĕрле тĕрлĕрен мероприятисем ирттермелле. Кусем вĕсем çынсен ăс-хакăл, нравственноç хаклăхĕсене çирĕплетессипе çамрăксен семинарĕсем, ăслăлăх тĕпчевĕсем, спорт вăййисем, форумсем, смотр-конкурссем. Çак ĕçсене ăша илсе пурнăçласа пырсан пирĕн ĕç харама каймĕ. Çамрăк ăру та кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тасарах, сывăрах пулĕ.
- Ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕсем мĕнле ĕçлеççĕ;
- Кашни ял тăрăхĕнчех çамрăксен канашĕсем пур. Паян вĕсен хăш-пĕр ертÿçисене ырăпа асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче: В.Н. Николаева (Чуманкасси), О.В. Яковлева (Шетмĕпуç), И.И. Пушкина (Ильинка), Л.В. Храмова (Мăн Сĕнтĕр), И.В. Егоров (Катькас), В.В. Краснова (Юнкă), Р.В. Волкова (Муркаш). Вĕсем кашни семинарах килеççĕ, ĕçре активлăх кăтартаççĕ. Проектсем çырса ăсталасси те йăлана кĕрсе пырать.
Пирĕн районта çарпа патриотика клубсем виççĕ. Мăн Сĕнтĕрти Шуйцев ячĕпе хисепленекен çарпа патриотика клубне уйрăмах ырăпа асăнас килет. Унăн ертÿçи И.В. Семенов ĕçе пĕлсе йĕркеленипе лайăх кăтартусем куçкĕретех. Вĕсем кашни эрнерех тĕрлĕ шайра пулса иртекен ăмăртусене, конкурссене, спартакиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Кĕçех кунта 10 пин тенкĕлĕх спорт хатĕрĕсем килсе çитмелле. Çак клуб çумĕнче 7 кружок ĕçлет, çитес вăхăтрах вĕсен йышне ÿстерме палăртнă.
Иккĕмĕш клуб вара Тивĕшре, Раççей Геройĕ Е. Борисов ячĕпе хисепленет. Унăн ертÿçи Н.В. Ильин тĕрлĕ мероприятисене лайăх йĕркелесе пырать. Шетмĕпуç ял тăрăхĕ 4 район чиккинче вырнăçнăран кÿршĕсемпе тачă çыхăну тытать. Республика шайĕнче пулса иртекен спартакиадăсене хутшăнасси те йăлана кĕрсе пырать.
Шетмĕпуçĕнчи Е. Борисов ячĕллĕ çарпа патриотика клубĕ - виççĕмĕшĕ. Вăл та йĕркеллĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи О.В. Яковлева питĕ пултаруллăскер. Вăлах кунти шкулăн тĕп бухгалтерĕ, çамрăксен канашĕн ертÿçи, итрнĕ çулта стипендитка пулнă, ял тăрăхĕн депутачĕ. Анлă тавракурăмлă çамрăксем тивĕçсене йĕркеллĕ пурнăçласа пыраççĕ: КВНсем йĕркелеççĕ, Шупашкар районĕпе тачă çыхăну тытаççĕ.
Хĕрарăмсем хушшинче спорт вăййисем иртрĕç.
Çакăн пек клубсене Çатракассипе Чуманкасси ял тăрăхĕсенче те уçма хатĕрленеççĕ, майсем пур. Вĕренсе, активлăх кăтартса пуçаруллăрах ĕçлемелле.