Моргаушский муниципальный округ

Пенси правине хаклаççĕ

 

2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра пенси реформи пуçланчĕ. Пенсин çĕнĕ законодательстви кашни çынах пырса тивет, çавăнпа та ăна халĕ пурин те пĕлмелле. 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 173-ФЗ № Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пулас пенси РФ Пенси фондне пырса кĕрекен страхлакан взноссенчен пухăнать, вăл страхланă çыннăн лицевой счечĕ çинче упранать.

«Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен» Федераллă саккунăн 30 статйинче страхланă çыннăн 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлнехи пенси прависене хаклассине (конвертаци) пăхнă, урăхла каласан вăл пенсин кивĕ системинче ĕçлесе илнĕ пенси прависене çирĕплетни пулать. Çакăн пек хак парса палăртнă суммăна страхланă кашни çыннăн лицевой счечĕ çине çырла хураççĕ. Вăл шăпах пенси укçин тĕп пайĕ пулать те. Ун çумне вара 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса ĕç паракан е страхланă  çын,  уйрăм çыннăн (харпăр хăй) счечĕ çине куçарнă  страхлакан взноссем хутшăнаççĕ.

Пенсин тĕп пайне ĕç стажĕн вăрăмăшне шута илсе, çавăн пекех 2000-2001 çулсенче илнĕ ĕç укçине персонифициленĕ учет тăрăх, е 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен кирек хăш пилĕк çулта ĕçлесе илнĕ ĕç укçи тăрăх шутласа параççĕ.

Енчен эсир пенси правипе туллин усă курас  пенсие вăхăтра шутласа паччăр тетĕр пулсан, ун пирки халех тăрăшмалла.

Пенсин обязательнăй страховани системипе сирĕн уйрăм счет çине пĕтĕмĕшле ĕç стажне тата ĕç укçин виçине кĕртнĕ. Çав сведенисемпе килĕшÿллĕн документсене маларах хатĕрлеме тата пенси виçине шутласа пама Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Пенси фончĕн управленийĕ 2006 çулхи иккĕмĕш çур çулта тата 2007 çулта тивĕçлĕ канăва тухакан страхланă çынсене вĕсен 2006 çулхи июнĕн 1-мĕшĕчченхи пенси прависене хак панин результачĕсемпе паллаштарать.

Пенси прависене хакланин ыйтăвĕсемпе эсир ЧР Пенси фончĕн районти управленине çак адреспа пыма пултаратăр: Октябре 50 çул урам, 23 а çурт. Хăвăрпа пĕрле çак документсем пулмалла:

1. Ĕç кĕнеки.

2. Çар кĕнеки е çар комиссариачĕн справки.

3. Страхланă çын ĕçленине çирĕплетекен справка, енчен те вăл ĕç кĕнеки çине çырмасăрах  ĕçленĕ пулсан.

4. Мăшăрланни çинчен свидетельство.

5. 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи кирек-хăш вăхăтра 5 çул ĕçлесе илнĕ ĕç укçи пирки справка.

6. Вĕренни çинчен документ (аттестат, свидетельство, диплом).

 

7. Уйрăм ĕç условийĕсенче, вăй хунăшăн пенси çине маларах тухма май паракан, ĕçпе мĕн чухлĕ ĕçленине çирĕплетекен справка.

8. Паспорт.

9. Страхлакан свидетельство.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 апреля 2006
00:00
Поделиться