Моргаушский муниципальный округ

Патшалăх пулăшăвне илеççĕ

 

РФ  Президенчĕ В. Путин сĕннĕ 4 наци проекчĕсенчен пĕпри АПК аталантарассипе çыхăннă. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен паянхи куна патшалăх пулăшăвне Ильич яч. хис.  хуçалăх 2 млн., «Рассвет» хуçалăх 8 млн. тенкĕ илнĕ. Ку тĕлĕшпе документсене паян «Агроурожай» тата «Волга» чикĕллĕ яваплăхлă общество хатĕрлет.

Хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен «Гавитан» тата «Воюн» хресчен фермер хуçалăхĕсем илнĕ.

Уйрăм çынсем вара килти хушма хуçалăха аталантарма 2-ĕн «Россельхозьбанк» урлă патшалăхăн пулăшăвне илнĕ. РФ Перекет банкĕн Муркашри филиалĕ урлă асăннă кредита илме 70-е яхăн çын документ хатĕрленĕ. Пурĕ 4 млн. тенкĕлĕх.

Çакна палăртмалла. Уйрăм çынсене килти хушма хуçалăха аталантарма, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвне илме ял тăрăхĕсен пулăшмалла. Ку тĕлĕшпе ĕçлеме пултаракан уйрăмах  Хорнуй, Оринин, Чуманкассисем, Йÿçкассисем, Уйкас Янасал, Турай, Муркаш, Юнкă ял тăрăхĕсем пуçаруллă, тăрăшулă пулнине палăртмалла.

Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем вырăнсенче тума наци проектне пурнăçа кĕртессипе ăнлантару ĕçĕсем ирттерчĕç ĕнтĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе усă курни алăпа çавăрса яма май панипе халăх патне çитерчĕç. Ытти вара йăлтах хамăртан килет.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тачă çыхăнура пулма тивĕçлĕ документсене хатĕрлеме, патшалăх пулăшăвне илмелле.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 апреля 2006
00:00
Поделиться
;