Паспорт режимне пăхăнмалла
Саккунлăхпа йĕркелĕхе пăхăнсан пурăнма та аван. Саккунсене, тĕрлĕ положенисене çынсене валли йышăнаççĕ. Çавăнпа та çав йĕркене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Шел пулин те, пур чухне те, çакна кашни асра тытса пурнăçласа пымасть. Сăмах кунта паспорт тата унăн режимне пăхăнманни пирки пырать.
РФ Правительстви 1997 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче йышăннă «РФ гражданинĕн паспорчĕ çинчен калакан положени» постановленийĕпе килĕшÿллĕн, РФ паспорчĕ çын çак Раççей гражданинĕ пулнине çирĕплетекен тĕп документ пулса тăрать. 14 çул тултарнă тата Раççей Федерацийĕнче пурăнакан кашни гражданинăн паспорт пулмалла.
Çÿлерех асăннă Положенин 7 пунктĕнче паспортăн вăйра тăракан срокне, вăхăт çитсен ăна обязательнăй йĕркепе улăштарассине пăхса хунă.
Çак положенин 17 пункчĕпе килĕшÿллĕн, гражданинăн паспорт илме е ăна улăштарма çул çитнĕ хыççăн 30 кунран кая юлмасăр тивĕçлĕ документсене тата хăйĕн сăн ÿкерчĕкĕсене тăратмалла.
Енчен те, граждансем палăртнă срока пăссан, вĕсене «РФ Административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен» Кодексăн 19. 15 статйипе явап тыттараççĕ. Унта çапла каланă: Раççей Федерацийĕн гражданинĕ хăй пурăннă вырăнта е ăçта та пулин кайсан хăй камне çирĕплетекен удостоверени (паспорт) пулмалла. Паспорт пĕрле пулмасан е вăл юрăхсăра тухнă пулсан е пурăннă вырăнта, кайнă çĕрте регистрацие тăмасан административлă йĕркепе чи пĕчĕк ĕç укçин 15-25 виçи таран штраф тÿлеттереççĕ.
Çÿлерех асăннă Кодексăн 32.2 статйинче палăртнă тăрăх çав штрафа административлă майпа явап тыттарнă çыннăн çакăн пирки çырнă постановлени вăя кĕнĕ хыççăн 30 кунран кая юлмасăр е срока тăснă вăхăт пĕтсен тÿлемелле.
Енчен те çул çитмен çамрăк хăй тĕллĕн укçа ĕçлесе илмест пулсан, çав штрафа унăн ашшĕ-амăшĕнчен е саккунлă ытти представителĕсенчен шыраса илеççĕ.
Административлă майпа тÿлеттерекен штраф суммине явап тыттарнă çыннăн перекет банкĕн уйрăмне тÿтемелле. Административлă майпа право йĕркине пăснă пулсан, штрафа çав вырăнтах шыраса илеççĕ.
Штраф тÿлени çинчен документ копине административлă майпа явап тыттарнă çыннăн судья е çак постановление кăларнă органри должноçри çын патне ярса памалла.
Штраф тÿлени çинчен документ çук пулсан çав статьян 19.15 1 пайĕнче кăтартнă срок хыççăн 30 кун иртнĕ пулсан судья е постановлени кăларнă должноçри çын е орган тивĕçлĕ материалсем пухса суд приставне ярса парать. Суд приставĕ вара штраф суммине федераллă законодательствăпа пăхнă йĕркепе шыраса илет.
Унсăр пуçне судья, орган е постановлени кăларнă должноçри çын штраф тÿлемен çынна çакăншăн 20.25 статьян 1 пайĕпе килĕшÿллĕн тепĕр хут административлă майпа ответ тыттарма çĕнĕрен решени кăларать.
Çавăнпа та паспорта срокĕ тухсан вăхăтра улăштарăр. Енчен те штраф тÿлемех тиврĕ пулсан, ăна та палăртнă срокра тÿлеме тăрăшăр. Ку хăвăршăн лайăх пулĕ.