Моргаушский муниципальный округ

Мыскара пурне те килĕшрĕ

 

Муркаш районĕнчи Оринин ялĕн халăх театрĕн артисчĕсен вылявне куракансем кирек ăçта та, хапăл туса йышăнаççĕ.

Искусствăна чунĕсемпе парăннă çынсем выляççĕ сцена çинче. Çавăнпа та вĕсем калăплакан сăнарсем куракансене тÿрех «тыткăнлаççĕ».

Пурнăçри ку е вăл пулăмсем çине урăхла пăхма, хак пама, пурнăçа хăйне те юратма, ырăпа усала уйăрма вĕрентеççĕ, сцена çинче пулса иртекен ĕçсем залра ларакан çынсене.

Акă, апрелĕн 5-мĕшĕнче Оринин халăх театрĕн артисчĕсем Кашмашри культура çуртĕнче Николай Сидоров çырнă «Авлансан  каччă пулаймăн» икĕ пайлă мыскарана лартса пачĕç.

Спектакле Чăваш республики тава тивĕçлĕ артисчĕ Андриян Павлов хатĕрленĕ.

Çак спектакль камит пулин те, çавах куракансене çемье пурнăçне, юратăва хаклама вĕрентет. Рольте Оринин ял тăрăхĕнче пурăнакансемех. Вадим Васильев - тĕп инженер, Алина Королькова - зоотехник, Зоя Константинова - учительница, Валериан Пушкин - пенсионер, Дина Димитриева - пенсионер, Людмила Родионова - аслă вожатăй, Александр Викторов - газосварщик,  Надежда Федотова - буфетчица.  Музыкине   Сергей Каликов йĕркеленĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 апреля 2006
00:00
Поделиться
;