Моргаушский муниципальный округ

Вĕсем маттурсем, хастарсем, ĕçре тăрăшуллисем

 

Иртнĕ çул итогĕсем тăрăх районти хуçалăхсенче кашни ĕнерен вăтамран 5 пин килограмм е ытларах та сĕт сăвакансен йышĕнче ытларах «Ударник» сăнавлă производство хуçалăхăн ĕне фермисенче вăй хуракансем. Панклири ĕне фермин коллективĕ те ăмăртура кая юлса пыраканнисенчен мар. Тăнăçлă, ăнăçлă ĕçлет вăл, хăйĕн кăтартăвĕсене ÿстерсех пырать.

Хаçатăн паянхи номерĕнче Панклисен маттур ĕçченĕсем çинчен уйрăммăнах асăнса каласа парас терĕмĕр. Коллектива вара кăçал тата пысăкрах ÿсĕмсем сунатпăр. Сăн ÿкерчĕксенче сăнланă хастар сĕт сăвакансене вара сирĕн умăра кăларатпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться
;