Моргаушский муниципальный округ

Салтака - 1,5 çуллăха

 

РФ  Оборона министрĕ Сергей Иванов пĕлтернĕ тăрăх, çитес çулхи çуркунне салтака каякансем службăра 1,5 çул тăмалла пулать. Хальхи икĕ çул вырăнне. 2008 çултан вара çарта службăра тăмалли вăхăт 1 çулталăка юлать.

Çавăнпа пĕрлех тăхăр отсрочкăна пăрахăçлама палăртаççĕ. Çывăх тăванĕ 1 е 2 ушкăн инваличĕ е 55-60 çултан аслă чухне ывăлне çара илмен. Халĕ ку çăмăллăх пăрахăçланать. 3 çул çитмен ача ашшĕсене те, мăшăрĕ çуратма хатĕр арçынсене те, ялта ĕçлекен учительсемпе врачсене те ÿлĕм отсрочка памаççĕ. Аслă шкулсем кăнтăрла уйрăмсенче вĕренекен студентсем çеç çăмăллăхпа усă кураççĕ. Енчен те хайхи аслă шкулăн госакредитаци пур пулсан кăна. Çар кафедрисем 35 университетра çеç юлаççĕ.

Альтернативлă служба срокĕсем те кĕскелеççĕ: 2007 çултан - 27 уйăх,  2008 çултан - 18 уйăх.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться
;