Моргаушский муниципальный округ

Пĕр сехет - малалла

 

РФ  Правительсви палăртнă вăхăт шутламалли йĕркепе килĕшÿллĕн, 2006 çулхи март уйăхĕн 26-мĕшĕнчен тытăнса октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕччен çĕршывра «çуллахи» вăхăт вăя кĕрет. Çавна май 2006 çулхи март уйăхĕн 26-мĕшĕнче 2 сехетре (вырăнти вăхăтпа) Раççей Федерацийĕн пĕтĕм территорийĕнче сехет йĕпписене 1 сехет малалла куçараççĕ.

Сăмах май тĕнчери промышленноç тĕлĕшĕнчен аталаннă мĕн пур çĕршывра талăкăн çутă вăхăчĕпе туллинрех усă курас тата энергоресурссене  перекетлес тĕллевпе «çуллахи» вăхăтпа усă кураççĕ. Хăш-пĕр патшалăхра 1916 çултанпах йăлана кĕнĕ. Раççейре - 1981 çултанпа.

Сехет йĕпписене куçарнин пĕлтерĕшĕ - административлă вăхăта тата хĕвел вăхăтне шайлаштарасси. Кăçал 100 ытла çĕршывра «çуллахи» вăхăт çине куçаççĕ. Çав шутра - пĕтĕм Европа. Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, «çуллахи» вăхăт çине куçни этем организмĕшĕн пĕртте сиенлĕ мар. Халăхшăн вара çурхи кунсем пуçланнă май пахчара, дачăра ĕçлемешкĕн, канмашкăн  çутă вăхăт ытларах пулĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться
;