Моргаушский муниципальный округ

Н. Федоров: кам ĕçлет - çавсене пулăшмалла

 

Чăваш Енĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн шайĕн, патшалăхпа муниципалитет управленийĕн пахалăхĕпе тухăçлăхĕн кăтартăвĕсене танлаштармалли пĕрлехи наци системине хатĕрлемелле. Çакăн пирки Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республикăн Мнинистрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци влаçĕн территори органĕсен ертÿçисемпе тунии кунсерен ирттерекен йăлана кĕнĕ планеркăра пĕлтернĕ,

Çак йышăнăва Правительствăн федераци центрĕ тата регионĕсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытассине çирĕплетес енĕпе ĕçлекен комиссицĕнче тунă, çав комиссие çĕршыв премьер-министрĕ Михаил Фрадков ертсе пырать. Раççейĕн мĕн пур субъекчĕ Валли пĕрлехи наци системине хатĕрлес енĕпе ĕçлекен ушкăн ертÿçи пулма пирĕн республика пуçлăхне Николай Федорова çирĕплетнĕ. Çавна май Николай Васильевич çапла палăртнă: «Федерацин çĕршыв субъекчюсен управленине тухăçлă тумалли политикишĕн май пур таран усăллăрах пулас тесен пирĕн питĕ нумай ĕçлеме тивĕ. Пирĕн федераци субъкчĕсен ĕçне хакламалли система, Раççей регионĕсен ĕçĕ-хĕлне хавхалантарас тĕллевпе ăна витĕм кÿмелли механизмсем хатĕрлемелле. Кам тухăçлă ĕçлет - вĕсене кирлĕ стимулсен системине йĕркелемелле, япăх ĕçлекенсене малалла туртмалла»



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться
;