Моргаушский муниципальный округ

Мускавран çĕнтерсе таврăннă

 

Муркаш районĕнче пултаруллă хĕрарăм-ертÿçĕсем  сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Москакассинчи Культура çурчĕн директорĕ Г.Г. Голубева. Вăл малтан республикăра ирттернĕ «Хĕрарăм- çулталăкри директор» конкурсра «Творческая натура» номинацинче çĕнтернĕ.

ЧР  Экономика аталанăвĕ тата суту-илÿ министерстви хĕрарăм-предпринимательсен федераллă ассоциацине  Чăваш Енри конкурсра палăрнă 15 хĕрарăм-ертÿçĕ пирки сĕнÿсем ярса панă. Мускава пурте кайнă, кашниех хамăр республикăна тивĕçлипех кăтартма пултарнă, хăйсемпе тĕплĕн паллаштарнă. 15 делегатран 5-шĕ, вĕсен хушшинче Галина Георгиевна та, пысăк чыса тивĕçнĕ - Мускавран çĕнтерÿçĕ пулса дипломпа тата медальпе таврăннă.

Малашне те районти-хĕрарăм ертÿçĕсем район чысне  Раççей шайĕнче  çĕклессе шанас килет. Кашни отрасльтен ытларах пулччăр вĕсем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться
;