Моргаушский муниципальный округ

Ĕç пенсийĕн страхлакан пайĕн виçине çĕнĕрен шутласси

 

Районта хальхи вăхăтра 11081 пенсионер пурăнать. Вĕсен йышĕнче ĕçлекенсем те сахал мар. 2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен»  173 - ФЗ №  Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, пенси реформи пурнăçланать, унта пенсипе тивĕçтермелли условисемпе нормăсене çирĕплетнĕ.

Çак саккунăн 17 статйин 3 пункчĕпе килĕшÿллĕн ватлăхпа илекен ĕç пенсийĕн страхлакан пайне шутласа панă хыççăн 12 тулли уйăх ĕçлесен  е ивалид пулнă пирки ĕç пенсийĕн страхлакан пайне шутланă хыççăн çак тапхăр иртсен, е ĕç пенсийĕн страхлакан пайне малтан тепĕр хут шутланă хыççăн татах çулталăк иртсен, çын заявлени çырнă хыççăн ватлăхпа е инвалид пулнипе илекен ĕç пенсийĕн страхлакан пайне çĕнĕрен шутласа параççĕ. Кун пек чухне ĕçлени 12 уйăхран сахалтарах та пулма пултарать, анчах та вăл уйăхсемшĕн РФ Пенси фончĕн обязательнăй страхованине страхлакан взноссене тÿлемелле. Пенсин страхлакан пайне тепĕр хут шутланă чухне çакă тĕп услови пулса тăрать.

Çапла вара ĕç пенсийĕн страхлакан пайне çĕнĕрен шутлаттарма е пĕрре шутланă хыççăн тепре шутлама çулталăк иртнĕ хыççăн кăна ирĕк  пур. Сăмахран, çын пенси çине 2002 çухи январĕн 1-мĕшĕччен тухнă пулсан, унăн çакăн пек право 2003 çулхи январĕн 2-мĕшĕ хыççăн çеç пулать. Кун пек чух çыннăн Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмне тивĕçлĕ заявлени çырса памалла.

Çакна палăртса хăвармалла: пенсин страхлакан пайне шутлаттарасси вăл çыннăн тивĕçĕ мар, ирĕкĕ кăна. Вăл ку ыйтупа ниçта каймасан та пултарать, е 12 уйăх иртнĕ хыççăн çĕнĕрен шутлаттарать. Урăхла каласан, çын пенси илме е çĕнĕрен шутласа пама ыйтса çак срок иртнĕ хыççăн РФ Пенси фончĕн районти уйрăмне кирек-хăш вăхăтра та пыма пултарать. Анчах та ăна пенсин е унăн страхлакан пайĕн виçине заявление  йышăннă  уйăхран  тепĕр уйăхăн 1-мĕш числинчен кăна шутласа параççĕ. Тĕслĕхрен, енчен те çыннăн пенсин страхлакан пайне шутламалли срок (право) 2003 çулхи январĕн уйăхĕнче çитнĕ пулсан, пенсионершăн çак заявление январĕн 31-мĕшĕччен пани лайăхрах. Кун пек чух пенсие çĕнĕрен 2003 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен тытăнса шутласа параççĕ.

Çавăн пекех ĕç пенсийĕн страхлакан пайне çĕнĕрен шутланă чух тепĕр паллă самант - ватлăхпа тÿлекен ĕç пенсийĕн тапхăрне палăртасси.

2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи Федераллă саккунăн 17 статйин 3 пункчĕпе килĕшÿллĕн, ватлăхпа е инвалида тухнипе тÿлекен ĕç пенсийĕн тапхăрне вĕсене шутланă кун хыççăн тепĕр кунран пуçласа палăртаççĕ. Çÿлерех асăннă саккунăн 14 статйин 7 пунчĕпе тата 17 статйин 3 пункчĕпе килĕшÿллĕн ватлăхпа тÿлекен ĕç пенсийĕн кĕтекен тапхăрĕ пенси страхлакан пайне пама тытăннă кунран пуçласа кашни тулли çулшăн пĕр уйăх кĕскелет.

2006 çулта ĕç пенсийĕн тÿлемелли кĕтекен тапхăрĕ 168 уйăх пулать. 

Ĕç пенсийĕн страхлакан пайне шутланă чух, çын халĕ те ĕçлет пулсан нимĕнле документ та кирлĕ мар, енчен те ĕçлемен хыççăн ĕçе вырнаçнă пулсан çав ĕç вырăнĕнчен ĕçленине çирĕплетекен справка кирлĕ.

Каларăмăр ĕнтĕ, ĕç пенсийĕн страхлакан пайне палăртмалли никĕс вăл пенсин расчет капиталĕ пулса тăрать. «Раççей Федерацийĕнчи пенсин обязательнăй страхованийĕ çинчен» 2001 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи 167-ФЗ Федераллă саккунăн 20 статйипе килĕшÿллĕн пенсин расчет капиталĕ (укçи-тенки) ĕç пенсийĕн страхлакан пайне укçа-тенкĕпе тивĕçтерме страхлакан взноссен тата ытти тÿлевсен сумминчен пухăнать. Вăл укçа харпăр хăйĕн (персонифициленĕ) учетĕнче кăтартнă суммăпа (даннăйсемпе) Раççей Пенси фончĕн бюджетне куçать, ăна РФ Финанс министерствин федераллă казначейство органĕсем çирĕплетеççĕ.

Пенсин расчет капиталне, страхланă çынсен лицевой счечĕ çине страхлакансем РФ Пенси фондне куçарнă страхлакан суммăна календарь çулĕ вĕçленсен, страхлакансем Раççей Пенси фончĕн районти уйрăмне кашни сведенине уйрăм учетпа тăратнă хыççăн палăртаççĕ. Урăхла каласан, пенсин расчет капиталне малтанхи çулшăн кашнин персонифициленĕ сведенисене тăратса вĕсене казначейство органĕсем çирĕплетнĕ хыççăн кăна палăртма май килет.
Иртнĕ çулта пырса кĕнĕ страхлакан взноссемпе пĕрлех, пенсин страхлакан пайне çĕнĕрен шутлама панă заявлени кунĕчченхи кăçалхи страхлакан взноссене те палăртнă йĕркепе шута илме пултараççĕ. Ĕç параканăн çакăн пек сведенисене çулсерен март уйăхĕччен тăратмалла.

2001 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнчи 171 –ФЗ № Федераллă саккунăн 20 статйипе килĕшÿллĕн, пенсионерăн страхлакан пай шутламалли заявленине ăна йышăннă хыççăн 5 кунран кая  юлмасăр пăхса тухаççĕ. Анчах та ĕç пенсийĕн страхлакан пайне çĕнĕрен шутлама заявленине вăхăтра тăратаймасан, паллах, çак срокра ку ĕçе пурнăçлама май çук.

Енчен те страхланă çынсен харпăр хăйĕн лицевой счечĕ çинче страхлакан взноссем пирки сведенисем çук пулсан, эпир, ĕç пенсийĕн страхлакан пайне нимĕнле те шутласа параймастпăр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 марта 2006
00:00
Поделиться