Моргаушский муниципальный округ

Министерство кунĕ пулать

 

Мартăн 22-мĕшĕнче Муркаш районĕнче  ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин тата  Халăха ĕçпе тивĕçтерекен федераллă служба департаменчĕн кунĕ пулать. Унта Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин яваплă  ĕçченĕсем,  ДФГСЗН ертÿçи Л.А. Шилин  хутшăнаççĕ. Малтанах ушкăнсен членĕсем район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулаççĕ. Хыççăн район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа, унăн çумĕпе А.Н. Ивановпа тата район администрацийĕн пайĕсен ертÿçисемпе, специалисчĕсемпе, ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçипе Т.А. Антоновапа пĕрле пилĕк ушкăна пайланса Чуманкасси, Катькас, Муркаш, Юнкă, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсенчи вĕрентÿ тата ытти учрежденисенче  пулаççĕ, вĕсенчи халăхпа, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ.

Ушкăнсем ял тăрăхĕсенче пулнă вăхăтра  ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин представителĕсем район администрацийĕн обществăлла йышăну пÿлĕмĕнче (119  №, телефонĕ: 2-24-60) граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.

Юлашкинчен министерство кунĕн итогĕсене район администрацийĕн пĕчĕк залĕнче пĕтĕмлетеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 марта 2006
00:00
Поделиться
;