Моргаушский муниципальный округ

Асăрханăр: суя укçасем

 

Чăваш Республикин территорийĕнче Раççей Банкĕ 1997 çулта кăларнă 1000 тенкĕлĕх укçасене реализацилессин тĕслĕхĕсем хăвăрт ÿсрĕç.

2005 çулта район прокуратури РФ Уголовнăй Кодексĕн «Суя укçасем тата хаклă хутсем кăларса сутни» 186 стайипе килĕшÿллĕн уголовнăй 3 ĕç пăхса тухма килĕшÿ панă. Шел пулин те, çак преступленисене ку таранччен те уçса паман. Право йĕркине сыхлакан районти органсем йышăннă мерăсем суя укçасем хатĕрлесе сутакансене тупса палăртма май паман.

 Граждансене суя укçасен тĕслĕхĕсене асăрхама ыйтасшăн. Банкнотсене лайăхрах пăхсан çакă палăрать: микротест уйрăммăн кăна вуланать, шыв паллисене ячĕшĕн тунă, вĕсен калăпăшлă палăрăмĕ çук, микроволокнасене те ячĕшĕн çеç тунă. Ультрафиолет тĕсне илсен: купюра пĕтĕмпех кăвак тĕспе çуталса тăмасть, çавăн пекех купюрăн тулаш еннĕн аялти кĕтесĕнче те номинал çутăлса тăни çук, хÿтĕлев лентипе микроволнасем те çуталмаççĕ. Лайăх пăхсан суя укçана (купюрăна) чăн-чăн купюрăран çăмăллăнах уйăрса илме пулать. Çавăнпа та вĕсене реализацилекенсем талăкăн тĕттĕм вăхăтне, халăх нумай пухăннă, кассирсемпе сутуçăсем клиентсенчен укçа йышăннă чухне тимлĕхе чакарнă е пачах та пĕтернĕ саманта суйласа илеççĕ.

Суя укçасене алăран тыттаракансене право йĕркине сыхлакан районти органсене (прокуратура, шалти ĕçсен пайĕ) пĕлтерме ыйтатăп.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
20 марта 2006
00:00
Поделиться
;