Юратуран, йăлтах юратуран
Пурнăç пурăнасси уй урлă каçасси мар. Килте пурте йĕркеллĕ, килĕшÿллĕ пулсан ĕçлес, пурăнас килет. Çак чăнлăха никам та хирĕçлеймĕ.
Иртнĕ шăмат кун, февралĕн 11-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче çамрăксене валли Çветтуй Валентин кунĕ ячĕпе - Юратакансем валли хаваслă вăйă каçĕ иртрĕ. Унта 20-28 çулсенчи хĕрсемпе каччăсем вуннăн хутшăнчĕç. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем - студентсем, теприсем Муркаш салинче тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Уяв Испани халăхĕн хаваслă ташшипе пуçланчĕ. Сцена çине икĕ енчен хĕрсемпе каччăсем тата ертсе пыракансем тухаççĕ. Вĕсем - Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студентки Катя Углева тата районти Культура çурчĕн методисчĕ Людмила Яргунькина.
Çамрăксен пĕрремĕш конкурсĕ хăйсемпе паллаштарни (визитка) пулчĕ. Ун хыççăн вĕсем тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, хăйсен пултарулăхне, тавракурăмне кăтартрĕç. Тĕрлĕ лару-тăру сиксе тухма пултарать пурнăçра, вĕсенчен мĕнле тухмалла, епле майпа тĕрĕс йышăну тумалла; Сахал мар пуç ватма тиврĕ çамрăксен тĕрĕс хурав тупма тăрăшса.
Пуриншĕн те чи пăлхануллă самант хăйсене валли мăшăр суйламалли вăхăт пулчĕ. Куракансен те, участниксен те лампочкăпа çуталакан табло çинчен куçĕсем каймарĕç. Çапла виçĕ мăшăр пĕр-пĕрне тупрĕç.
Уява йĕркелекенсем сĕннипе мăшăрсем хăйсене валли парнесене хăйсемех суйласа илчĕç. Виçĕ курупкара виçĕ приз пулчĕ.
Çапла вара Катя Васильевапа Ваня Мешкова романтикăлла апатлану лекрĕ. Ирина Рыбниковапа Гриша Кириллова «Машина» тухрĕ, вăл сцена çине хăех пырса чарăнчĕ. Мая Николаевапа Сергей Пудова «пылесос» килĕшрĕ.
Уява хутшăннисене пурне те асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Катя Голубева пурне илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕ. Уяв каçĕ дискотекăпа вĕçленчĕ.