Ю. Трофимов: «Миршĕн, телейшĕн, пурнăçшăн»
Кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕнче пирĕн çарсене Афганистан территорийĕнче вунă çул ытла пынă вăрçăран илсе тухнăранпа 17 çул çитрĕ. Пиншер çамрăк çын пурнăçне танатнă вăрçă... Çав çулсем витĕр тухнисем пирĕн районта та 114 яш. 4-шĕ ĕмĕрлĕхех куç хупрĕç çав вăрçăра.
Пирĕн çарсене Афганистанран кăларнă куна халалласа воин-интернационалистсем Калайкасиинчи вăтам шкулта тĕл пулу ирттересси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал вĕсем тĕл пулăва февралĕн 18-мĕшĕнче Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа ирттерчĕç. Уява пухăннисем асăну митингĕ ирттернĕ хыççăн шкулта паттăрлăх урокĕсем иртериччен Москакассинче афганецсене халалласа уçнă памятник умне чечексен гирляндине хучĕç. Пирĕн ентешсем те «Миршĕн, телейшĕн, пурнăçшăн пуç хунă-çке инçетри çĕр-шывра»,- терĕ асăнса чечексем хунă хыççăн воин-интернационалистсен районти Союзĕн ертÿçин çумĕ Ю. Трофимов. 41 çулхи арçын çак сăмахсене чĕри витĕр кăларса каларĕ. Çартан таврăнсан аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Мăн Сĕнтĕрти 2-мĕш номерлĕ райбольницăра врач-вертеброневролог пулса ĕçлекенскер аякри çĕр-шывра çын вилнине, юн юхнине нумай курнăскер хăйĕн ĕç пурнăçне чирлисене сыватас ĕçе халалланинчен тĕлĕнмех кирлĕ мар-тăр. Хамăн çĕнĕ пĕлĕшĕмпе чылай калаçнă хыççăн хамăр хушăмăртах пурăнакан воин-интернационалистăн пурнăçĕ куç умне туллин тухрĕ.
1965 çулхи августăн 4-мĕшĕнче Кĕрекаç ялĕнче хресчен çемийинче çуралнă Юра çемьере виççĕмĕш ача пулнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕ хыçĕнче ÿссе ачашлăха хăнăхман вăл, ачаранах ответлăха туйма хăнăхнă, çын çурăмĕ хыçне пытанман. Маларах кайса каласан, çак пахалăхсем пысăк пулнăранах ĕнтĕ вăл 1985 çулта Афганистанри вăрçă вут-çулăмне лекнĕ те. 1972 çулта Шатракассинчи 8 çул вĕренмелли шкул алăкне хăюсăр уçнăскер пĕлÿ çулĕнчи кашни кунпа вăй-хал илсе пырать. 8 класс хыççăн Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула каять. 9-мĕш класс хыççăнах ятарлă экзамен тытса Мăн Сĕнтĕрти кирпĕч заводне кирпĕч хĕртекен пулса каникул вăхăтĕнче ĕçе вырнаçать. Çав ответлă ĕçе хăйне аслисем епле шаннинчен Юрий Михайлович паян та тĕлĕнет: «16 çул тултарайман яша çĕрлехи сменăна цеха пĕччен хăваратчĕç». Вăл вăхăтри кирпĕч дефицичĕ тата ашшĕ-амăшĕ килте сарай тăвас ыйтăва пуçарни Юрăна 10 класс хыççăн та кирпĕч заводне илсе çитерет. Çав вăхăтрах малашлăха пăхакан каччă Канашри медицина училищине вĕренме кĕрет. 2,5 çул вĕренсе алла диплом илсен, Совет çарне службăна каиччен Мăн Сĕнтĕр больницинче фельдшерта ĕçлет. Çак хăнăху ăна каярахпа Афганистанра та ытлашши пулмасть.
- 1985 çулта çара кайма ят тухсан, арçын тивĕçĕ тесе унран пăрăнас шухăш та пулман. «Служба ăçта иртĕ;» ыйту та канăçсăрлантарман. Малтанах Уфана лекрĕм, унта присяга тытнă хыççăн - Ташкента. Хамăра Афганистана ярасси пирки пĕлтерсен те хăрани-тем пулмарĕ. Пĕвĕмпе пĕчĕк пулсан та, хам малти ретре пулнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм, чăвашсене çапла шаннишĕн савăнтăм. Юлакан чăвашсене çумра пулнă совет укçине парса хăвартăм, вĕсем вара ручкăпа хут тата конверт пачĕç. Пĕр кĕтессе пухăнса сывпуллашрăмăр. «Те урăх тĕл пулайăпăр, те çук. Ман çинчен япăх ан шутлăр, эпĕ яланах сирĕнпе»,- тесе уйрăлтăм ентешсенчен,- каласа парать иртнине аса илсе Юрий Михайлович Трофимов.
Çирĕп кăмăллă салтак Афганистана çитсен хăй ют çĕр çинче, тăшман çывăхĕнче пулнине ăнлансан, хăй çакăнтан чĕрĕ-сывă киле таврăнсан пĕтĕм вăй-хăватпа ăс-хакăла халăхшăн паратăп тесе тупа туни паян та асрах. «Чăваш халăхĕн ятне ярас мар, сутăнчăк пулас мар, вăй çитнĕ таран чăваш ятне çĕклес тесе службăна пуçларăм»,- аса илчĕ Афганистанри пĕрремĕш кунсене çав вăрçă ветеранĕ. Унтанпа 20 çул иртрĕ пулин те, çĕр-шыв хушăвне пăркаланмасăр пурнăçланăскер унти çапăçусем пирки аса илмерĕ. Сывлăш Çар Вăйĕсенче службăра тăнăскерсене Кабул-Хайратон переправăпа Кабула снарядсем турттарнă çĕрте тăшмансем пĕрре мар тапăннă пулин те, пирĕн салтаксем шанса панă «çимĕçе» вырăна тĕрĕс-тĕкелех çитернĕ. «Пĕрремĕш çапăçу ăс-тăна çухатса ячĕ, кайран хăнăхрăмăр, душмансемпе мелне пĕлсе çапăçаттăмăр»,- тет паян Ю. Трофимов. Пĕрремĕш çухату вара асран тухмасть. «Юра, пурнăçра кашни çыннăн йывăр самантсем пулаççĕ, çав лару-тăруран хăвăн йывăрлăхна кăтартмасăр тухма пĕлмелле, харпăр хăй çине алă хума юрамасть»,- тесе вĕрентнĕ вертолетчиксем задание кайсан, вĕсене сăртсем çинчен душмансем персе антарнă.
Афганистан тĕп хулинче - Кабулта - пĕрре мар пулса курма тивнĕ Юрăн. Унти пурнăç шайĕ пирĕннинчен çĕршер çул юлса пынине курса тĕлĕнни халĕ те асра. Халăхĕ çаврăнăçуллă пулни те куç умĕнчен каймасть: кăнтăрлахи мирлĕ душман - каç сĕмĕнче пĕрремĕш тăшман. Вĕсем сутнă сехетсем салтаксен аллисенче сирпĕнсе кайса алăсăр хăварни те пĕрре мар пулнă. Çакнашкал йывăрлăхран нумай совет салтакĕ психологине амантса тухнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар.
Юрий Михайлович Трофимова вара çак вăрçă халăхшăн ытларах ĕçлеме хатĕрленĕ. Çывăхрах вилĕм сывланине курма тÿр килнĕскер киле таврăнсанах Мăн Сĕнтĕрти васкавлă пулăшу уйрăмне фельдшер пулса ĕçлеме вырнаçать, куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илет, врач-вертеброневрологра ĕçлеме пуçлать. Çакăнпа пĕрлех 8-мĕш çул больницăри профком председателĕ, пĕлтĕртенпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ.
-Чăваш халăхĕ пулнă, пур, пулать те. Ĕçченлĕхĕпе, сăн-сăпачĕпе, маттурлăхĕпе вăл ытти халăхсем хушшинче палăрса тăнă, тăрать, тăрĕ те. Çак сăмахсем Мăн Хураçка тăрăхĕнчи хамăн суйлавçăсемшĕн Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен уявĕ тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен çывхаракан чыслă кунĕпе ăшă салам вырăнне пулччăр,- терĕ уйрăлу саманчĕ çитсен тăтăшах халăхшăн шутлакан Юрий Михайлович Трофимов сывлăх хуралçи.