Моргаушский муниципальный округ

Вĕсем - чыса тивĕçлисем

 

Иртнĕ çулталăк итогĕсем тăрăх районти ял хуçалăх предприятисенчи çирĕм икĕ доярка хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнсенчи ĕнесенчен вăтамран 5 пиншер ытла килограмм сĕт суса илнĕ, хăйсен чыслă ĕçĕпе чăннипе ырă ята тивĕçнĕ. Ытти хуçалăхсенчи фермăсенчи ĕне сăвакансем те ĕçри кăтартусемпе вĕсемпе танлашнă пулсан укçа-тенкĕ тупăшĕ те продукци калăпăшĕ чылай ылтарах пулмаллаччĕ.

5 пинлĕ чикĕ урлă каçнă ĕне сăваканран вун иккĕшĕ - «Ударник»   сăнавлă производство хуçалăхĕнчен. Çакăн пек кăтартусене вĕсем пĕрремĕш çул кăна парăнтармаççĕ ĕнтĕ. Тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ ăратлăхпа селекци ĕçĕ, кĕтĕве çулленех çĕнетсе тăни, выльăхсене апат-çимĕçпе ытлă-çитлĕ тивĕçтерни, ферма ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлани - ăнăçусен никĕсĕ.

Хуçалăх  вăрманкассинчи ĕне фермин коллективĕ - районта çулленех чи лайăх кĕтартусемпе палăракансенчен пĕри. Иртнĕ çул фермăри доярка çулталăкри вăтам сăвăма пилăк пин килограмран ирттернĕ. Роза Платоновнăпа Геннадий Яковлевич Яковлевсен асăннă фермăри ĕç стажĕ 26 çул ĕнтĕ. Вĕсене çирĕплетсе панă ушкăнра аллă ĕне. Пĕлтĕр сăвăма вăтамран 5517 килограма çитернине вĕсем çителĕксĕр тесе шутлаççĕ, унчченхи çулсенче кăтартусем пысăкрах та пулнăран. Хăйсен хастар ĕçĕпе вара вĕсем коллективра çамрăкрах ĕçтешĕсемшĕн чăннипех ырă тĕслĕх. Сăн ÿкерчĕкре Яковлевсене ырă сунса тата хисеплесе пĕрле ÿкернĕ Надежда Георгиевна Алексеева, Лидия Петровна Алекссева, Соня Алексеевна Иванова тата ферма ертÿçи Валентина Петровна Васильева кăçал пурте пĕрле тата пысăкрах тĕллевсемшĕн вăй хураççĕ.

Районта 5 пинлисен клубне кĕме пултарнă ытти ĕне сăвакансемпе хаçатăн малашнехи  номерĕсенче паллаштаратпăр.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться
;