Моргаушский муниципальный округ

Вăхăт ыйтнине туйса

 

Халхьхи вăхăтра пурнăç çав тери хăвăрт улшăнать. Пурне те тăруках  пĕлсе-ăнланса çитме те, пурнăçпа тан пыма та йывăр. Пур чухне те радиопа телевидени урлă та курма-илтме вăхăт çитмест. Кун пек чухне пире хаçат - журналсем пулăшу параççĕ. Раççейре кăна мар, Чăваш Республикинче те вуншар хаçат-журнал пичетленсе тухать паян. Вĕсене вулакансем патне çитерессишĕн Муркашри почтамт тата вырăнти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем нумай тăрăшаççĕ.

Турайри почта çыхăнăвĕн уйрăмне хальхи вăхăтра Н. И. Никифорова ертсе пырать. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл, кирек ăçта ĕçлесен те хăйĕн тивĕçĕсене яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрнă. Яваплăха çирĕп туйса тăраканскер халĕ те хăйĕн  ĕçне пысăк тимлĕх уйăрать.

«Пирĕн тĕллев - вырăнти халăха почта услугисемпе лайăхрах тата пысăк пахалăхпа тивĕçтересси, çавăншăн тăрăшатпăр та»,-каласа парать хăйĕн ĕçĕ пирки Нина Исаковна.

 Турайри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕ 7 ял çыннисене хаçат-журнал валеçет. Вăл анчах та мар. Унсăр пуçне кунта халăха тĕрлĕ пулăшу параççĕ: электроэнергишĕн, газшăн укçа тÿлевĕсене йышăнаççĕ, йăлара куллен кирлĕ тĕрлĕ таварсем сутаççĕ. Вĕсен шутĕнче: апат-çимĕç те, йăлара усă курмалли хими таварĕсем те, фото таварĕсем те пур. Клиентсенчен посылкăсем, переводсем йышăнасси, хаçат-журнал çырăнтарасси т.ыт.те кĕрет вĕсен тивĕçĕсем шутне.

Çакна та палăртма та кăмăллă: 2006 çулхи пĕрремĕш çур çул валли планпа 430 экземпляр тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнтармалла пулнă пулсан, ăна ытлашшипе тултарнă, 500 экземпляра çитернĕ. Халăх ытларах кăмăллакан хаçат-«Çĕнтерÿ ялавĕ» иккен. Ăна чи нумай çырăннă кунта, çынсем район хыпарĕсене ытларах пĕлесшĕн. Виçĕ почтальонка валеçет хаçат-журнала ялсене. Турай, Çулав, Уйкас Турай ялĕсене- Р. Г.  Васильева, Çуткÿл, Çĕн Хресчен ялĕсене- Р. В.  Васильева, Мăн Токшик, Çаран Çырми ялĕсене- В. М.  Никитина. Вĕсем пурте хăйсен ĕçне пысăк тимлĕхпе туса пыраççĕ. Ялсенчи çынсем почтальонсемпе кăмăллă.

Юлашки çулсенче пур çĕрте те çурт-йĕре Европа стандарчĕпе юсаса çĕнетеççĕ. Иртнĕ çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче кунта та паянхи пурнăç шайне тивĕçтерекен юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Пÿлĕмсенче илемлĕ, хăтлă. Ĕçлеме те лайăх условисем пур халĕ. Кунта хăйсен ыйтăвĕсемпе килекен клиентсем те юсав ĕçĕсене  лайăх пахалăхпа пурнăçланипе  кăмăллă. Таса,  тирпейлĕ, илемлĕ çĕре килсе çÿреме кирек кама та лайăх  ĕнтĕ.

Пархатарлă та хиселĕ ĕç тăваççĕ Почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче тăрăшакансем, пурнăçпа тан пыраççĕ вĕсем. Хăйсен ытти ĕçтешĕсем пекех çынсен кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерсе, вĕсене тĕрлĕ пулăшу парса кăмăла çĕклеççĕ.Ăнăçусем сунар, эппин, вĕсене малашнехи ĕçĕсенче. Çĕнĕ çулта çĕнĕ ÿсĕмсем пулччăр


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться