Моргаушский муниципальный округ

Тÿлевсĕр приватизаци - тата 2-3 çул

 

Муниципаллă çурт-йĕре тÿлевсĕр приватизацилесси хальхи Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн кăçал вĕçленет. Апла пулин те тÿлевсĕр приватизацилес тапхăра тепĕр 2-3 çула тăсма шутлаççĕ. Çакăн пирки Патшалăх Думин комитечĕн ертÿçи Павел  Крашенинников тунти кун пĕлтернĕ.

Çапла тума  Çурт-йĕр кодексне улшăнусем кĕртмелле пулать.

Мĕншĕн çак тапхăра тата 2-3 çула тăсаççĕ-ха; Хваттерсене приватизацилеменнисем халĕ те йышлă. Çитменнине чиновниксем  паллă сăлтавсене пула чăрмав кÿни те вăрттăнлăх мар. Çавăнпа çак ĕçсене 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме çук тесе шутлаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться