Профилактика Канашне йĕркеленĕ
Чăваш Республикин Президенчĕн 2003 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинче çемье медицинине аталантармалли хушма мерăсем çинчен» 14 № Указне пурнăçласа тата сывă пурнăç йĕркин хăнăхăвĕсене вĕрентмелли программа пурнăçа кĕртме район пуçлăхĕ Ю. А. Иванов кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнче 18 № ятарлă йышăну кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн районта ведомствăсем хушшинчи профилактика Канашне туса хунă. Унăн йышне çаксене кĕртнĕ :
А. Н. Иванов - район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - профилактика Канашĕн ертÿçи*
В. Г. Данилов - «Муркашри тĕп больница» сывлăха сыхлас ĕçĕн муниципаллă учрежденийĕн тĕп врачĕ - профилактика Канашĕн ертÿçин çумĕ*
Г. Г. Федотова - тĕп врачĕн çумĕ - профилактика Канашĕн секретарĕ. Профилактика Канашĕн членĕсем :
А. Е. Андреева - социаллă аталану пайĕн ертÿçи*
Н. П. Петрова - ЧР Сывлăха сыхлас ĕç тата аталану министерствин Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи*
В. Г. Лаврентьев - информатизаци пайĕн ертÿçи*
М. А. Романов - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ*
Г. Г. Любимова - вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ*
М. П. Рубцова - ЗАГС пайĕн ертÿçи*
А. И. Тихонов - «Муркашри издательство çурчĕ» ГУП директорĕ-тĕп редакторĕ.