Моргаушский муниципальный округ

Пилĕк пинлисем

 

«Ударник» сăнавлă производство хуçалăхăн Матьăкри ĕне ферминчи сĕт сăвакан Нина Ивановна Михайлова хăйĕн ĕçĕнче вунпиллĕкмĕш çул вăй хурать.

- Пирĕн туслă коллектив çулленех пысăк кăтартусем тăвассишĕн çеç тимлет. Пĕлтĕр эпир хуçăлăхри ытти ĕне фермисем хушшинче мала тухнинче манăн тивĕçлĕ тÿпе те пурришĕн эпĕ савăнатăп кăна, - пĕлтерчĕ вăл.

Нина Ивановна сăпайлăхне шута хурса çакна асăнса хăвармасăр май çуках. Иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх вăл районти ĕне сăвакансен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă, хăйĕн çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 5784 килограмм сĕт суса илнĕ. Хальхи вăхăтра та вăл сăвăма вун тăватă килограммран чакармасть.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться
;