Моргаушский муниципальный округ

Панклисем те маттур

 

«Ударник» сăнавлă производство хуçалăхĕн Панклири ĕне фермин коллективĕ иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5038 килограмм сĕт суса илнĕ. Чи пысăк кăтарту - Зоя Степановна Андрееван - 5547 килограмм. Коллективра çирĕм çула яхăн вăй хуракан маттур хĕрарăм кăçал та пысăк хастарлăхпах вăй хурать. Сăн ÿкерчĕкре ăна пĕрле тăрăшакансемпе пĕрле ÿкерсе илнĕ. Валентина Федоровна Васильева, Римма Аркадьевна Магомедова, Галина Леонтьевна Васильева та иртнĕ çул кашни ĕнерен сĕт сăвассипе пилĕк пинлĕ чикĕ урлă каçнă, кăçал татах та пысăкрах тĕллевсемшĕн чуна парса ĕçлеме хатĕр.

Ăнăçусем сунар маттур коллектива пархатарлă та чыслă ĕçре.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться
;