Моргаушский муниципальный округ

Наци проекчĕсене пурнăçлама - ятарлă канаш

 

Республика ертÿçи Н. Федоровăн йышăнăвĕпе Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ятарлă Канаш йĕркеленĕ. Асăннă канашлу органĕ патшалăх влаçне, вырăнти хăй тытăмлăх управленине, общество пĕрлешĕвĕсене тата ытти организацие пĕр-пĕринпе хутшăнса тухăçлă ĕçлеттерме пулăшмалла. Чăваш Енре пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсен майĕсене, формисемпе вăхăт тапхăрне палăртмалла.

Канаш тивĕçĕ - ятарлă рекомендацисем хатĕрлесси, право никĕсĕн нормисене çĕнетсе улăштарас тĕлĕшпе сĕнÿсем тăратасси, пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене Раççейри ытти регионпа танлаштарса пăхса тухасси.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен Канаша Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ертсе пырать. Унăн йышăнче - Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Гапликов, Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский, Президент Администрацийĕн Ертÿçи Энвер Аблякимов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Александр Муратов, республика прокурорĕ Владимир Метелин, Правительствăн хăш-пĕр членĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе аслă вĕренÿ шкулĕсен ертÿçисем.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться