Моргаушский муниципальный округ

Ыйтмастăр - çул-йĕр çинче йывăртарах

 

Васкавлă ыйтусемпе те, ăнсăртран сиксе тухакан ыйтусене татса памашкăн та чылайăшĕн район центрне килсе чăрманма тивет. Ку çăмăл ыйту мар, уйрăмах кирлĕ çĕре çитесси пирки шутласан. Çула тухас умĕн вара эпир яланах автобуссем, ытти транспорт хатĕрĕсем çине ларса вырăна çитесси пирки ĕмĕтленетпĕр.

Районта пассажирсене турттарса çÿрессипе «Чувашавтотранс» РГУП тата хăйсем тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем вăй хураççĕ. Маршрутлă рейссемпе çÿрекен «Газель» микроавтобуссемпе çÿрекен пассажирсем вăл е ку вырăна çитмешкĕн мĕн чухлĕ укçа тÿлени пирки билетсем илеççĕ е ыйтаççĕ те.

«Чувашавтотранс» РГУПăн маршрутлă автобусĕсемпе çÿрекен пассажирсенчен чылайăшĕ, уйрăмах кирлĕ вырăна çитмешкĕн юлашки остановкăсенче ларакансем, билетсене илмеççĕ те, çул укçине вара водительсене алăран тыттараççĕ, урăхла каласан вĕсен кĕсйисене. Çавăнпа та маршрутлă рейссемпе çÿрекен автобуссем тупăшлă мар пулса тухаççĕ, асăннă рейссене хупас-чарас хăрушлăх та тухса тăма пултарать. Асăннă саманта шута илсе çакна ыйтасшăн: автобуссемпе çÿрекен пассажирсем, водительсенчен яланах билет ыйтăр, кирек хăш вырăна çитнишĕн те.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться