Моргаушский муниципальный округ

Хисеп грамотине тивĕçнĕ

 

Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн тата çак ĕçре нумай çул хушши ăнăçлă вăй хунăшăн район пуçлăхĕн  2006  çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи 19 № йышăнăвĕпе çаксене район администрацийĕн  Хисеп грамотипе наградăланă:

Елена Зиновьевна Зиновьевана, Панклири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне*

Людмила Семеновна Игнатьевана, Муркашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературин учительне*

Ирина Валентиновна Раевскаяна, Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти чăваш чĕлхипе литературин учительне*

Владислав Геннадьевич Смирнова, Муркашри вăтам шкулти математика учительне.

Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн çав йышăнупах район администрацийĕн  Хисеп грамотисене тивĕçнĕ:

Алевтина Сергеевна Константинова, çак хуçалăхĕн ветеринари фельдшерĕ*

Юрий Игоревич Михеев, Ильич яч. хис. хуçалăх водителĕ*

Николай Ильич Петров, çак хуçалăхăн тракторисчĕ*

«Моргаушавтотехсервис» уçă акционер обществинче юсав мастерскойĕнче производство ĕçĕнче нумай çулсем хушши тухăçлă вăй хунăшăн  Николай  Витальевич  Валежникова район администрацийĕн  Хисеп грамотипе наградăланă


"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться
;