Дизтопливăшăн - субсиди
Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин «Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсем валли ял хуçалăхĕнчи сезон ĕçĕсене пурнăçлама усă куракан дизель топливишĕн 2006 çулта субсидисем валеçесси тата ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансем тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсем валли уйăракан субсидисен виçине шутласа палăртмалли нормативсем çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен бюджечĕсем валли ял хуçалăхĕнчи сезон ĕçĕсене пурнăçлама усă куракан дизтопливăшăн 2006 çулта федераци бюджетĕнчен субсидисем памалли йĕркене çирĕплетнĕ.
Субсидисене çак виçесемпе тÿлĕç: выльăх апачĕлĕх культурăсем - нумай çул ÿсекен курăксем - 1 гектар пуçне 37 тенкĕ* кĕрхи тата çурхи тĕш тырă культурисем, пăрçа йышши, техника тата çу культурисем - 1 гектар пуçне 75 тенкĕ* сахăр кăшманĕ - 1 гектар пуçне 149 тенкĕ* уçă çĕрте çитĕнтерекен пахча çимĕç, çĕр улми - 1 гектар пуçне 186 тенкĕ. Асăннă йĕркепе ял хуçалăхĕнчи тавар туса кăларакансене тата (хресчен) фермер хуçалăхĕсене 2006 çулхи 1-мĕш кварталта субсидисен çулталăкри кăлăпăшĕн 30 проценчĕ чухлĕ аванс тÿлевĕ пама палăртнă.
Субсиди илекенсене акакан çĕр лаптăкĕсен 1 гектарĕ пуçне ял хуçалăх культурисен ушкăнĕсем тата федерацин "2005 çулта ял хуçалăх культурисен тухăçне илни çинчен калакан сведенисем" 29-сх № патшалăх статистика сăнавĕнче тата «2005 çулта ял хуçалăх культурисен тухăçне илни çинчен калакан сведенисем» 2 фермер № сăнавĕнче палăрнă акакан çĕр лаптăкĕсем çинчен калакан сведенисем тăрăх укçа параççĕ.
Субсидисен виçине 2006 çулта çурхи ял хуçалăх ĕçĕсене ирттернин пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса татăклăн шутласа палăртаççĕ.