Моргаушский муниципальный округ

Çĕн хаксем алăкран шаккарĕç

 

Депутатсен районти Пухăвĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнчи ларăвĕнче пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăнăшăн тата юсанăшăн, шывшăн тата канализацишĕн, ăшăшăн 2006 çулта тÿлемелли хаксемпе тарифсене çирĕплетни пирки сире пĕлтернĕччĕ. Вĕсемпе хаçат вулакансене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе эпĕ район администрацийĕн капиталлă строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕн ертÿçин çумĕпе, Муркаш районĕн «Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» МУП директорĕпе Н.В. Любимовпа калаçрăм.

 - Николай Валентинович, чи малтанах пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăнăшăн тата юсанăшăн хаксемпе паллаштарăр-ха;

 - Чи малтанах çакна палăртам: пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăма тата юсама палăртнă хака нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăма каякан ĕçсемпе пулăшусемшĕн тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕтĕмĕшле пурлăха тытса тăнăшăн тата юсанăшăн тÿлемелли сумма та кĕрет. Çапла вара 1 тăваткал метршăн вăл 5 тенкĕ те 7 пуспа танлашать. Асăнмалла: ку суммăра хушма хакран илекен налук та пур. Хаçат вулакансемшĕн уçăмлăрах пултăр тесе çакăн пирки хушса калатăп: пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăнăшăн тата юсанăшăн хаксем пурăнмалли çуртсенчи условисем мĕнле пулнине кура тĕрлĕрен: 4 тенкĕ те 30 пусран пуçласа 5 тенкĕ те 15 пус таран. Тепĕр хут ас илтеретĕп: çак хака хушма хакран илекен 18 процент чухлĕ налук сумми те кĕрет.

- Халĕ сăмахăма шывпа тивĕçтернĕшĕн тата канализацишĕн тÿлемелли хаксем çине куçарам.

- 1 кубла метр шывпа усă курнăшăн халăхăн 5 тенкĕ те 69 пус тÿлемелле, канализацишĕн - 13 тенкĕ те 15 пус. Мĕнлерех çуртра пурăннине кура шывпа усă курнăшăн тата канализацишĕн хаксем тĕрлĕрен. Шывпа усă курнăшăн çемьери пĕр çын пуçне 7 тенкĕ те 79 пусран пуçласа 25 тенкĕ те 96 пус таран. Канализацишĕн пĕр çын пуçне хак çакăн пек: 34 тенкĕ те 92 пусран пуçласа 58 тенкĕ те 20 пус таран.

- Тепĕр ыйту. Енчен те шывпа усă курнăшăн тÿлеме счетчик лартсан;

- Шывпа усă курнине шута илмелли прибор лартсан, тÿленĕ чух шывпа мĕн чухлĕ усă курнине кура, урăхла каласан, счетчик кăтартăвĕсем тăрăх тÿлемелле. Ку çеç те мар. Шыв счетчикĕ лартнă çемьесем ун чухне канализацишĕн те шывпа мĕн чухлĕ усă курнине шута илсе тÿлеççĕ. Çакна палăртамлла. Шыв счетчикĕсене хваттерсенче пурăнакансен хăйсен тĕллĕн лартма юрамасть. Çакна пурăнмалли çурт-йĕрпе комуналлă хуçалăх ĕçченĕсен тивĕçлĕ тÿлевсем хыççăн лартса пама пултараççĕ.

- Кăçал ăшăшăн мĕн чухлĕ тÿлемелле;

- Ăшăшăн 1 тăваткал метршăн хак 10 тенкĕ те 97 пуспа танлашать. Урăхла каласан, 1гкал 498 тенкĕ те 68 пус. Çакна палăртмалла: ăшăшăн хака тарифсемпе ĕçлекен республикăри комитет çирĕплетĕ.

- Çапла вара çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, хаксем мĕн чухлĕ хăпарчĕç;

- Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕсем, электроэнергипе газшăн тÿленипе пĕрле пĕлтĕр 1 тăваткал метршăн 21 тенкĕ те 24 пус пулнă , халăх 19 тенкĕ те 81 пус тÿленĕ. Кăçал вара 1 тăваткал метршăн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн

(элетроэнергипе газшăн тÿленине шута илсе) 23 тенкĕ те 86 пуспа танлашать, халăхăн та çав хакпах тÿлемелле.

Çапла вара çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕсем, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 12,3 процент  чухлĕ хăпарнă. Халăхăн пĕлтĕрхинчен 20,4 процент ытларах тÿлемелле.

- Тÿлевсем 20,4 прцент чухлĕ ÿсни мĕнпе çыхăннă;

- Иртнĕ çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ ятарлă постановлени кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн кăçал 100 проценчĕпех тÿлемелле. Иртнĕ çул вара 90 процент чухлĕ çеç тÿленĕ.  Çавăн пирки халăхăн пĕлтĕрхинчен 20,4 процент  чухлĕ ытларах тÿлеме тивет.

- Çапла вара вăтамран çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу хакĕсем кăçал миçе тенкĕпе танлашаççĕ;

- Пурте усă куракан вырăнсене тытса тăнăшăн тата юсанăшăн, çавăн пекех коммуналлă пулăшусемшĕн муниципаллă çуртсенче пурăнакансем çакăн чухлĕ тÿлеççĕ:

пĕр пÿлĕмлĕ хваттерсенче пурăнакансен вăл вăтамран 664 тенкĕ те 66 пус пулать: пĕлтĕр вăтамран 553 тенкĕ те 27 пус пулнă (30 тăваткал метршăн).

Икĕ пÿлĕмлĕ хваттерсенче  пурăнакансен (50 тăваткал метр) иртнĕ çул вăтамран уйăхне 1121 тенкĕ те 81 пус тÿленĕ пулсан, кăçал 1332 тенкĕ те 38 пус пулать.

Виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерсенче пурăнакансем пĕлтĕр вăтамран 1432 тенкĕ те 98 пус тÿленĕ пулсан, кăçал 1699 тенкĕ те 32 пус тÿлеççĕ.

Çĕнĕ çурт-йĕр кодексĕн 154-мĕш статйипе килĕшÿллĕн найм мелĕпе пурăнакансене пурте усă куракан вырăнсене тĕплĕ юсама укçа-тенкĕ вырăнти бюджетран уйăрса параççĕ.

Харпăрлăх хуçисен вара çак саккунпа килĕшÿллĕн 2006 çултанпа пурте усă куракан вырăнсене тĕпрен юсама хăйсен хушса тÿлемелле. Вăл сумма кашни 1 тăваткал метршăн 1 тенкĕ те 77 пуспа танлашать. Çакă вăл найм килĕшĕвĕпе хваттерсенче пурăнакансем валли çак тĕллевпе мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ бюджетран, çавăн чухлех пулать.

 Хваттер укçине вăхăтра тÿлесчĕ. Çурт-йĕре тытса тăрасси тата вăхăтра юсасси çакăнтан нумай килет. Çавăн пекех пурте пĕрле усă курмалли вырăнсене те тирпейлĕ тытасчĕ.

- Хаçат вулакансене коммуналлă пулăшусемшĕн тÿленĕ чух социаллă пуăшу парасси пирки ас илтерни те вырăнлă пулĕ.

- Çемьере пурте ĕçлеççĕ пулсан, ĕçсĕррисем ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăраççĕ пулсан, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн субсиди параççĕ. Ăна мĕн чухлĕ парасси çемьери пĕрлехи тупăшран килет. Çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлекен сумма çемьен пĕрлехи тупăшĕн 22 процентĕнчен иртсе каять пулсан, субсиди параççĕ. Ку ыйтупа район администрацийĕн  123-мĕш пÿлĕмне пымалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться