Моргаушский муниципальный округ

Ачалăх - чи телейлĕ вăхăт

 

«Ÿсĕм вăл - пур çĕре те ĕлкĕрни», - тенĕ  Марина Цветаева. Çак сăмах çаврăнăшĕн пĕлтерĕшĕ мĕн тери пысăк. Вăхăт вăл укçа мар, вăхăт вăл - пурнăç. Çавăнпа та ачасенче мĕн пуррине - вĕсен пултарулăхне асăрхамасăр юлмалла мар.

Çыннăн хăйĕн вăй-хăвачĕпе пĕлсе, тухăçлă усă курмалла. Ачан активлăхĕ ытларах пирки унпа лайăхрах усă курса, вăя кирлĕ çĕре яма пĕлмелле. Кунта ача тÿрĕ çултан ан пăрăнтăр тесе çитĕннисен ытларах тимлемелле. Кашни çын пушă вăхăтра хăй юратнă ĕçпе аппалантăр, çакна вара мĕн пĕчĕкрен хăнăхтармалла.

Нискассинчи вăтам шкулта ачасен вăй-хăвачĕпе усă курма майсем çителĕклĕ. Спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ, информатика кружокĕн занятийĕсенче çĕнĕ технологисене алла илеççĕ. «Çемçе тетте» кружокра ачасем тĕрлĕрен теттесен сăнарĕсене шутласа тупаççĕ, хăйсемех касса çĕлеççĕ. «Алă ĕç ăсти» кружокра ачасем крючокпа тата спицăсемпе çыхса макраме тата фриволите технологине вĕренеççĕ, татăк-кĕсĕксемпе, шăрçасемпе ĕçлесе тĕрлĕ япаласем хатĕрлеççĕ.

Хальхи вăхăтри ритмика ташшисем, халăх ташшисем хăйсен хĕрÿлĕхĕпе пурне те тыткăна илеççĕ. Çакна  «Павлушкăна» пыракансем хăйсем те лайăх курнă.  «Ля - ля - фа» ансамбле çÿрекен хĕрачасем юрланине илтесчĕ сирĕн! Драма кружокне те ачасем хаваспах çÿреççĕ. Чечек юратакансем хăйсен пултарулăхне  «Пÿлĕмре чечексем ÿстересси» кружокра аталантараççĕ.

Чи кирли вара - ачасем эстетикăлла воспитани илнипе пĕрлех ĕçе хăнăхаççĕ. Шкул хыççăн кирек епле специальноç илсен те, вĕсем ачалăхри ырă кунсене ĕмĕрĕпех асра тытаççĕ. Ман шутпа, çакăн пек ачасем тÿрĕ çултан пăрăнмаççĕ, ăссăр çамрăксен витĕмне те лекмеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен вăйĕпе пĕлсе усă кураççĕ, чуна килĕшнĕ ĕçре тăрăшаççĕ.

Хамăрăн педагогсем пирки те темиçе сăмах каласа хăварас килет. Пирĕн вĕрентекенсем çав тери пултаруллă çынсем! Ку вăл питĕ паха. Ачасене вăл е ку ĕçпе интереслентерме пултаруллă учитель кăна пултарать, мĕншĕн тесен вĕренекенсем унран тĕслĕх илеççĕ. Сăмахран, Америкăри ачасене вăйă евĕр вĕрентеççĕ пулсан, пирĕн вара ку енĕпе професси ăсталăхне шеллемеççĕ, пысăк пĕлÿ парасси çине яланах тимлĕн пăхаççĕ. Çавăнпа та ачасем кружоксенче, творчество пĕрлешĕвĕсенче вĕренни вĕсене пĕр-пĕр ĕçе хăнăхтарнипе пĕрлех ăс-хакăл, кăмăл-сипет, ыр кăмăллăх, илемлĕх тĕлĕшĕнчен те воспитани парас енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни ача хăйне килĕшнĕ кружока е творчество пĕрлешĕвне суйласа илме пултарать. Кашни çынах хăйне май пултаруллă. Пирĕн тĕллев вара - çав пултарулăха май килнĕ таран иртерех тупса палăртасси, аталантарасси. Çапла майпа ачана пурнăçра çынсем хушшинче хăйĕн вырăнне тупма пулăшасси.

Ваттисем çапла каланă : «Çынпа çын пек пулмалла». Эпир, шкулта ĕçлекенсем, çакна яланах асра тытса вăй хуратпăр, çынна ыр тума тăрăшатпăр.

Хамăр çине çамрăк ăрăва воспитани парассине илнĕ пулсан пирĕн нумай тимлемелле, хамăрăн малашлăх пирки шутламалла. Эпир ачасене кирек хăçан та ăнланма, вĕсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне аталантарма, ачалăх ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
27 февраля 2006
00:00
Поделиться