Ĕлĕкхилле ĕçлесен малашлăх çук
Кăçалхи февралĕн 16-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх пăхакансен пĕрлĕхлĕ кунĕ иртрĕ. Январь уйăхĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем, фермăсенчи паянхи лару-тăру, агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе епле ĕçлесси т. ыт. те. - çак тата ытти ыйтусем пулчĕç район администрацийĕн представителĕсем ĕç коллективĕсенче иртнĕ тĕл пулусенче.
«Восток» ял хуçалăх производство кооперативĕнчи фермăсенче вăй хуракансем те тĕл пулăва пĕр кăмăллă пулса пуçтарăнчĕç. Хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнчи кăтартăвĕсем пĕтĕмĕшле япăх мар, вĕсене лайăхлатмалли майсем те çук мар. Раççей Федерацийĕн агропромышленноç комлексне аталантарас енĕпе палăртнă наци проектне пурнăçа кĕртес енĕпе, çакăншăн патшалăх енчен тĕллевлĕ те тивĕçлĕ пулăшăва тивĕçмешкĕн хастарлăха кăтартса ĕçлемелле. Чи пĕрремĕш самант - кăтартусене иртнĕ çулхи шайран чакармалла марри.
Мулкачкассисемпе Тереçсен асăннă задачăна пурнăçламашкăн майсем пур. Выльăхсене тăрантарма, хĕл каçарма апат çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кашни ĕнерен иртнĕ çул вăтамран тăватă пин килограмма яхăн сĕт суса илнĕ. Кăçалхи январь уйăхăнче ĕне пуçне вăтам сăвăм 379 килогрампа танлашнă е талăкра 12,2 килограмм. Сăвакан ĕнесем хуçалăхра 100 пуç. Анчах та кăмăла çырлахтарман самантсем те пур. Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнчи пĕр-икĕ кунра выльăхсене концентратсемпе тивĕçтерессипе пăтăрмахсем тухса тăнăран ĕнесенчен илекен талăкри вăтам сăвăм икĕ килограмм таран чакса кайнă, ку шая хуçалăх паян та çитеймест. Сĕт сăвассипе лайăхрах ĕçлесси вара хуçалăх умĕнче тăракан тĕп задачăсенчен пĕри, пурнăçа ăнăçлă кĕртмелли майсем те çук мар.
Хуçалăх ертÿçи М.Н. Шишокин выльăх-чĕрлĕх фермисенче кулленех пулать, лару-тăрупа тĕплĕн интересленет тата пĕлсе тăрать. Çапах та хуçалăхра тĕп зоотехник çукки уçăмлату ĕçĕсенче чăрмавах-тăр. Пăрусене пăхса тăрас тата ÿт хушаслăха пысăклатас енĕпе ĕçсене лайăхлатмаллах. Сыснасене самăртнă çĕрте типĕлле апатлантарасси çине куçасси çăмăл мар пулса пырать.
Паянхи технологисемпе ĕçлесен выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç отраслĕнчен пысăк тупăш илмешкĕн шанăç çук. Çакна палăртса каларĕ хуçалăх ертÿçи. Кăçал тата малашлăхра ĕне фермин çуртне реконструкцилемелле, çĕнĕрен сĕт провочĕ, сĕт сумалли, сĕте сивĕтмелли установкăсем вырнаçтармалла т. ыт. те.
Выльăх-чĕрлĕх пăхакансене пĕрле пухăннă чух çак тата ытти ыйтусем кăсăклантарсах кайманни кăна пăшăрхантарчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Т.П. Волкова, хуçалăх ертÿçи М.Н. Шишокин хуçалăх аталанăвĕн малашлăхĕсем пирки ăнлантарса панисем те вĕсен чунĕсене витереймерĕç пулас. Кăлăхах. Ял хуçалăх предприятйĕсен малашнехи аталанăвĕ тата пуласлăхĕ паян вырăнсенче пĕрле пухăнса калаçса татăлнинчен килет.