Президент çырăвĕпе паллаштарчĕç
Чăваш Республикин Президенчĕ Н. В. Федоров Республикăн Патшалăх Канашне янă 2006 çул валли Çырупа тухнине эсир пĕлетĕр ĕнтĕ. «Çĕнĕлле шухăшламалла, пултаруллă ĕçлемелле» ятлă вăл. Унта, тĕпрен илсен, вырăнти самоуправлени ĕçне йĕркелесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Акă, мĕн каланă кунта çакăн пирки: «Вырăнти влаçăн тĕп задачисенчен пĕри çаксем пулса тăраççĕ: граждансемпе хутшăну яланлăх тата пур енлĕ пулмалла, поселенисен территорийĕсенче хăйсем яваплă пулса тăнипе ăнлантармалла вĕсене, граждансенче çак шухăша çирĕплетмелле.
Тунти кунпа, ытлари кун район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем ял поселенийĕсене тухса халăхпа ĕç коллетивĕсенче пулчĕç, вĕсене çÿлерех асăннă çырăвăн пĕлтерĕшĕпе паллаштарчĕç. Çакна палăртмалла: ĕçлĕ тĕлпулусем информаци кунĕ майĕпе иртрĕç. Тĕлпулусене район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсемпе пĕрле çавăн пекех ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, депутатсен районти Пухăвĕн тата ял поселенийĕсен Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Ĕç коллективĕсенче ыйтусем те чылай пулчĕç, халăх вĕсем çине тулли хуравсем илчĕç. Президент Патшалăх Канашне янă çырăва пурнăçлассипе çыхăннă сĕнÿсемпе ыйтусене вара район администрацийĕн вырăнти самоуправлени органĕсен ĕçне тата право тĕлĕшĕнчен йĕркелессипе ĕçлекен пайра шута илеççĕ.