Моргаушский муниципальный округ

Пĕтĕмĕшле чăтрăмăр, çухатусемĕр те мар

 

Кăçалхи раштав сиввисем пурне те çирĕп тĕрĕслев витĕр кăларчĕç: предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе вĕсен тытăмĕсенчи коллективсене те, ял тăрăхĕсен ертÿçисене те, харпăр хăй килĕсемпе хваттерсенче пурăнакансене те.

Тухса тăнă лару-тăрăва куç умне уçăмлăн кăларас тĕллевпе район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем çак эрнепуçламăшĕнчи кунсенче ял хуçалăх производство предприятийĕсенчи ĕç коллективĕсенче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче пулса вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллашнă, вĕсенче вăй хуракансемпе тÿрремĕн курса калаçнă, ыйтусене хуравланă.

Пĕтĕмлетсе каласан, фермăсенче вăй хуракансене çак çăмăл мар тапхăрта хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн пысăк тав сăмахĕ каламаллах. Йынăшман, канăçсăрлăх саманчĕсене те чăтса ирттернĕ, кашни кунах хăйсен ĕç вырăнĕсене тухнă. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем фермăсене çÿремелли сукмаксемпе çул-йĕрсене «çухатнă» пирки шыв башньисем, витесенчи транспортерсем шăнса ларнă е йĕркерен тухнă тĕслĕхсем пулнă. Ытларах чухне специалистсенчен те çирĕп ыйтманран, вĕсене контроллесе тăманран.

Хăш-пĕр тĕслĕхсем кăна. Чапаев яч, хис. хуçалăхра паян кашни ĕнерен вăтамран талăкра иртнĕ çулхинчен тăватă килограма яхăн сахалрах сĕт сăваççĕ. Малтанлăха шутласа пăхнă тăрăх, хуçалăх ку уйăхра иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен сахалтан та 100 пин тенкĕ укçа çухатать. Сĕт ферминче санитари тĕлĕшĕнчен лару-тăру тивĕçтермест. Ферма заведующийĕн тилхепине алла тытакан çын темиçе уйăх çук. Дояркăсене сменăпа улăштарас, витесенчи тислĕке вăхăтра кăларса тăрас ыйтусем  хуçалăх ертÿçине пачах та пăшăрхантармаççĕ пулас.

Е.  Андреев яч. хис. хуçалăхăн  Çурлатринчи ĕне ферминче санитари тĕлĕшĕнчи лару-тăру япăх пулнинпе иртнĕ çулхи сентябрь уйăхĕнчех палăртса-асăрхаттарса хăварнă. Шел пулин те, хуçалăх ертÿçи те лару-тăрăва лайăхлатмашкăн çирĕп ыйтман. Паян вара витере тăракан ĕнесем таса мар, микроклимат зоовеитеринари требованийĕсене тивĕçтермемт.

«»Колос» хупă акционер обществине çĕнĕ ертÿçĕ кÿлĕннĕренпе лару-тăру ырă еннелле улшăнассине шанни те кăлăхах мĕн. Фермăсенче паян питĕ çăмăл мар пурнăç. Катькасри ĕне ферминче тислĕке йĕркеллĕ кăлармаççĕ, вакуумпровод ĕçлемест, шыв поилкисем шыв юхтарса тăраççĕ, пĕр ушкăнри ĕнесене алă вĕççĕнех сума тивет. Хуçалăх ертÿçи фермăсене пырса çÿреме кăмăлласах каймасть. Сыснасене типĕ апат çитерсе сивĕ шыв кăна ĕçтерни ÿт хушаслăха пысăклатма пулăшакан меслет-ши; Сыснасем ахаль те начарланса çитни куçкĕретех, выльăхсем вилнĕ тĕслĕхсем те пур.

Мичурин яч. хис. хуçалăх ертÿçин ĕçĕ-хĕлĕпе те фермăсенче вăй хуракансем питĕ кăмăлсăр. Шыв башни шăнса ларнă. Сăвкан ĕнесен рационĕсенче сенаж çук, ĕнесем таса мар. Лару-тăрăва кирлĕ пек тĕрĕслесе тăрассине хуçалăх ертÿçи хăйĕн тивĕçĕ мар тесе шутлать пулас.

Çитменлĕхсем ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те сахал мар, вĕсемпе килĕшсе пурăнни вара ырри патне илсе çитерместех.

 

т

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться