Моргаушский муниципальный округ

Эсир право йĕркине сыхлакансен йышне тăма кăмăл тăватăр пулсан

 

ЧР Шалти ĕçсен министерстви вĕрентÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ туянма кандитатсем суйласа илет. Мускавра, Волгогоградра, Чул Хулара, Санкт-Петербургра, Самарăра, Саратовра милици работникĕсене «Юриспруденци», «Правăна сыхлас ĕç-хĕл», «Бухгалтер учечĕпе аудит», «Суд экспертизи», «Финанссемпе кредит» специальноçсемпе хатĕрлеççĕ.

Куçăмлă майпа вĕренмешкĕн экзаменсене август уйăхĕнче пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул программипе тытмалла:

1. «Юриспруденци» специальноçпа (аслă юридици пĕлĕвĕ, 5 çул вĕренмелле), «Правăна сыхлас ĕç-хĕл» (аслă юридици пĕлĕвĕ, 4 çул та 6 уйăх), «Суд экспертизи» (аслă юридици пĕлĕвĕ, 5 çул) специальноçсемпе: физхатĕрленÿ, обществознани,  Раççей историйĕ, вырăс чĕлхипе литератури (çырса).

2. «Финанспа кредит», «Бухгалтер учечĕпе тишкерÿ, тата аудит».,(аслă юридици пĕлĕвĕ, 5 çул). специальноçсемпе: физхатĕрленÿ, математика, обществознани, вырăс чĕлхи тата литератури (çырса).

3. «Правăна сыхлас ĕç-хĕл» специальноçпа (вăтам юридици пĕлĕвĕ, 2 çул та 4 уйăх): физхатĕрленÿ, Раççей историйĕ, вырăс чĕлхипе литератури (çырса).

Раççей шалти ĕçсен министерствин Новочеркасскри  Суворов çар училищинче вĕренме 14 çулчченхи, çакăн чухне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн 8 класне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ, сывлăх тĕлĕшĕнчен училищĕре вĕренме юрăхлă, экзаменсене ăнăçлă тытнă, малашне шалти ĕçсен органĕсенче службăра тăма кăмăл тăвакан яшсене йышăнаççĕ.

Вĕрентÿ училищисене каймашкăн мĕнпур кирлĕ документсене районсенчи тата хуласенчи шалти ĕçсен пайĕсенче çырса хатĕреççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕнче тĕплĕнрех  2-19-60 телефонпа ыйтса пĕлмелле.

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться
;