Çамрăксен пуçаруллă пулмалла
Унта ял поселенийĕсенчи çамрăксен канашĕсен председателĕсем, ял поселенийĕсен депутачĕсем, çамрăксен çарпа патриот клубĕсен ĕртÿçисем хутшăнчĕç. Иртнĕ эрнере районти çамрăксен пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен семинарĕ пулса иртрĕ. Семинар ĕçне çавăн пекех район пуçлăхĕ Ю. А. Иванов, унăн пĕрремĕш çумĕ А. Н. Иванов хутшăнчĕ.
Чи малтанах 2005 çулта районти çамрăксен политики мĕнле пурнăçа кĕрсе пынине пĕтĕмлетрĕç. Ку ыйтупа районти вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалисчĕ Г. Г. Любимова тухса калаçрĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен лидерĕсем çавăн пекех кăçалхи тĕллевсене палăртса хăварчĕç. Семинарта çавăн пекех çитĕнекен ăрăва воспитани парас тата аталантарас ĕçре çамрăксен пĕрлешĕвĕсен витĕмĕ пурри тавра та калаçрĕç. Унсăр пуçне ял посленийĕсенчи культурăпа кану ĕçĕсене çамрăксен пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле туса пырас ыйтăва та сÿтсе яврĕç.
Семинара 2005 çулхи физкультурăпа сывлăха çирĕплетес тата спортпа массăллă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, ку тĕлĕшри кăçалхи задачăсене палăртрĕç.
Район пуçлăхĕ Ю . А. Иванов ял поселенийĕсенчи пурнăç епле пуласси экономика аталанăвĕнчен килнине палăртрĕ. Çавăнпа та çамрăксен экономикăна çирĕплетессишĕн ĕçлемелле, мĕншĕн тесен хамăр пурнăç епле пуласси ытларах хамăртан килет.
Паян ял хуçалăхĕнче ĕç укçи пĕчĕкрен çамрăксем яла ытлашши юласшăн мар. Ял хуçалăхĕнче, ялта çамрăк специалистсем çитмеççĕ. Çав хушăрах вĕсем ытти регонсене ĕçлеме çÿреççĕ. Пĕрисемшĕн çакă çемьесене тытса тăрас ыйтупа çыхăннă, теприсемшĕн вĕсен пурнăç йĕркинчи уйрăлми пайĕ пулса тăнă: ĕçлеме кайса килеççĕ те укçине усăсăр пĕтернĕ хыççăн каялла тухса каяççĕ. Çавăнпа та Юрий Александрович районти чи пирвайхи задачăсенчен пĕри çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси, çамрăк специалистсене валли ĕç усоивийĕсем туса парасси пулса тăнине палăртрĕ. Анчах та кунта çакна та асăнмасăр иртме çук : çамрăксен хăйсен те пуçаруллă пулмалла. Ĕçлеме, ал-ура çавăрса яма майсем туса парсан та, теприсем çавăнпа усă курма пĕлмеççĕ.
Ĕç çук мар паян, пур, ĕçлекенсем çитмеççĕ. Пурнăç çулне предпринимательствăпа çыхăнтарас тетĕр пулсан - тархасшăн: паян районта пĕчĕк предпринимательствăна аталантарма пулăшса пыраççĕ. Вырăнта пурнăç интереслĕрех те туллирех пуласси çамрăксенчен те нумай килет. Вĕсене вара Юрий Александрович калашле, вырăнсенче иртекен мероприятисенче тупма пĕлмелле.
Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен семинарĕсенче çавăн пекех, «Конкуренцине çĕнтерме пултаракан çамрăксем - район аталанăвĕн çăлкуçĕ» темăпа ĕçлĕ вăйă та иртрĕ.