Моргаушский муниципальный округ

Ачисемшĕн ашшĕ - амăшĕ яваплă

 

Иртнĕ çулталăк та хыçа юлчĕ. Мĕнле пулчĕ-ха вăл; 2005 çулта çул çитмен 34 çамрăк хутшăннипе  25  преступлени тунă. Малтанхи 2004 çулта вĕсен хисепĕ сахалтарах пулнăччĕ: çул çитмен 29 çамрăк 20 преступлени тунă. Шкулта вĕренекен 22 ача преступлени тунă çĕре хутшăннă. Вĕсем  Муркашри, Мăн  Сĕнтĕрти, Юнкăри, Чуманкассинчи, Калайкассинчи, Йуçкассиинчи, Шетмĕпуçĕнчи тĕп шкулсенчен. Асăннă преступленисенчен пĕрне ÿсĕрле тунă.

Хальхи вăхăтра çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен подразделенире учетра 55 çамрăк тăрать. Вĕсенчен 12-шĕ судпа условнăй майпа айăпланнă, 14 çула та çитменисем-17, эрех ĕçнĕшĕн-4, следстви пынă вăхăтра йĕркене пăснисем-5, ыттисем урăхла майпа право йĕркине пăснисем.

Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан,  Уйкас   Янасал ял тăрăхĕнче 1 ача 1 преступлени тунă. Муркаш ял тăрăхĕнче - 9 ача 6 преступлени, Йуçкасси ял тăрăхĕнче - çул çитмен 5 çамрăк 2 преступлени, Шетмĕпуç  ял  тăрăхĕнче -1  ача  1  преступлени, Турай ял тăрăхĕнче - çул çитмен 3 çамрăк  1  преступлени,  Ильинка ял тăрăхĕнче 2 çамрăк - 5 преступлени, Юнкă ял тăрăхĕнче - 2 хĕр 1 преступлени тума пултарнă, Ярапайкасси тăрăхĕнче хуларан килнĕ пĕр çамрăк ашшĕпе пĕрле утă вăрланă. Катькас ял тăрăхĕнче аякран килнĕ 3 çамрăк 3 преступлени туса хăварнă. Мăн  Сĕнтĕр тăрăхĕнче 2 çамрăк 2 преступлени тунă.

Çул çитмен çамрăксем тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр тесе пирĕн уйрăм районти шалти ĕçсен пайĕн уйрăмĕсемпе тата ытти органсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисем туса ирттерет. Куçран вĕçерĕннĕ тата çапкаланса çÿрекен ачасене тупса палăртма рейдсем ирттеретпĕр. Иртнĕ çулхи 12 уйăхра пдразделени инспекторĕсем 155 протокол çырнă пулсан, вĕсенчен 115-шĕ- çул çитмен çамрăксем пирки. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарма 16 материал хатĕрленĕ. Канмалли кунсенче эпир  Культура çурчĕсемпе клубсене, çĕрлехи магазинсене рейдсем ирттеретпĕр. Вĕсенчи çамрăксемпе тĕл пулса калаçатпăр. Унсăр пуçне ăнăçсăр çемьесене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси, прокуратура çумĕнчи ĕç ушкăнĕпе тата ял тăрăхĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле ку тĕлĕшпе йывăр лару - тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çемьесене тупса палăртассипе те ĕçлетпĕр. Хамăр патра учетра тăракансем хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕслесех тăратпăр.

Анчах , темле тăрăшсан та, районти çул çитмен мĕн пур çамрăка преступлени тăвасран асăрхаттарса çитерме май çук. 2005 çул вĕçленес умĕн вĕсем çынсенчен укçа е урăх япала туртса илсе, çаратса преступленисем турĕç. Ку йăлтах ашшĕ-амăшĕсем ачисене хÿтĕлесе тăнипе, ытлашши ачаш пăхнипе вĕсем, хăйсен айăпне ыттисем çине йăвантарнипе пулчĕ.

2006 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче вара Москакасси ял тăрăхĕнчи Ивановка ялĕнче 3 ача магазин çаратрĕ. Çак ачасемпе чылай калаçма тиврĕ. Мĕн каласа кăтартрĕ-ха кун пирки Ивановка ялĕнчи 12 çулхи Митя  Данилов; Ку ачан амăшĕ вăл пĕчĕк чухнех вилнĕ. Ашшĕ, В. И.  Данилов ачисене пăхма шутламан, ытларах ют хĕрарăмсемпе эрех черккине килĕштернĕ. Унта пурăнакан  Лиза ятлă хĕрарăм та эрехпе туслă. Вăл час-часах  Митьăпа харкашу пуçланă. Çак ача умĕнче вĕсем пĕрмаях эрехпе иртĕхнĕ. Митя тек-текех ялти асламăшĕ е кукамăшĕ  патне, Етĕрне районĕнчи  Якимкино  ялне çÿренĕ. Ача çапла майпа çапкаланса çÿреме вĕренет, тек-текех шкулта уроксене сиктерет.

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче вăл Етĕрне районне ашшĕн йăмăкĕ патне хăнана каять. Унта вăл ку районти Якимкино ялĕнчи çамрăксемпе паллашать. Вăл каялла килне тарăнсан тепĕр икĕ кунран Митьăн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ хăйĕн юлташĕсемпе вĕсем патне Ивановкăна килет. Вĕсем тÿрех Митьăн асламăшĕ патне каяççĕ. Çав каçах Митя та унта каять. Унăн январĕн 12-мĕшĕнче шкула каймалла, вăл унта хатĕрленнĕ. Анчах та аслăраххисем ăна: «Шкула ан кай», тесе ÿкĕтлеççĕ, лавкка çаратма шут тытнине пĕлтереççĕ. Митя вĕсемпе килĕшет. Вара вĕсем ирех тăрса Ивановка вăрманне каяççĕ, хăйсемпе пĕрле ножовка, вĕрен, покрывалăсем илеççĕ. Магазин çаратнă хыççăн унта пĕр уйăх пурăнмалăх тесе шалаш тăваççĕ.

Январĕн 13-мĕшĕнче çур çĕр иртсен 1 сехетре аслашшĕ патĕнчен михĕсем, алăксене çĕмĕрме тимĕр япаласем илсе тухаççĕ. Çапла майпа магазина кĕрсе 4 михĕ тавар тултараççĕ. Вĕсене йăтса Ивановка вăрманне утаççĕ.Унта çитсенех  кăвайт чĕртеççĕ. Вăрланă одеколонсене, духисене сирпĕтсех тăраççĕ, вутă та пăрахаççĕ, унтан çывăрма выртаççĕ. Ирхине тăрсан вара пĕрле вăрланă апат-çимĕçпе хăналанаççĕ. Кăнтăр иртсен 13 сехетре кивĕ Çĕнĕ çул ячĕпе Шампански эрех уçаççĕ, ăна тата тепĕр кĕленче хĕрлĕ эрехе виççĕшĕ ĕçсе яраççĕ, хăйсем пурте - çул çитмен çамрăксем. Тепĕр каçа та кунтах ирттереççĕ.

Янарĕн 14-мĕшĕнче вара районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем пырса ачасене вăрланă таварсемпе пĕрле милицине илсе çитереççĕ. Вăхăтра тупман пулсан шăнса вилетчĕç вĕт,  мĕскĕнсем. Хăйсем питĕ çÿхе тăхăннă. Пĕчĕк  Митя вара- кроссовкипе тата ветровкăпа кăна.

Мĕншĕн ачасем преступлени çулĕ çине тăраççĕ-ха; Кунта тĕп сăлтав-çывăх çынсен чунсăрлăхĕ. Ашшĕпе амăшĕ, ачашăн чи çывăх та хаклă çынсем, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламасăр, малашлăх çинчен шутламасăр хăйсен тĕренчĕкĕсене чăнкă çырана тĕксе яраççĕ. Ачан пуласлăхĕшĕн, пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн хăйсам ответлă пулнине мĕншĕн ăнланмаççĕ-ши  хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем;

Çамрăклăха ĕçсе, аскăнчăк пурнăçпа ирттерсе ватлăх кунĕсем мĕнле пуласси пирки ма шутламаççĕ-ши вĕсем;

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
22 февраля 2006
00:00
Поделиться