Моргаушский муниципальный округ

Учителĕн ĕç укçи ÿсет

 

2006 çулхи  бюджетра вĕренÿ ĕçĕ валли  132 млрд. тенкĕ пăхнă.  «Вĕренÿ» наци проекчĕ  валли тата 22 млрд. тенке яхăн хушма укçа уйăрнă. Çав шутран  12,4 млрд. тенкине субъектсене субсиди шучĕпе параççĕ.

Кăçалтан 10 пин чи лайăх учителе президент стипендине параççĕ. Кашни стипенди виçи - 100 пин тенкĕ.

Февральтен  класс  ертсе  пынăшăн  1 пин тенкĕ тÿлеме пуçлаççĕ.

Шкулсенче,  аслă  шкулсенче  уйрăмах  пултаруллă  2,5 пин вĕренекене  60 -шар  пин тенкĕ параççĕ. Чи лайăххисене  ноябрьте палăртаççĕ.

Шкулсене кунта  вĕренекен ачасен  хисепне кура финанслас  ĕçсене кăçал вĕçлеççĕ. Çакăн хыççăн педагогсене ĕç укçине отрасль системине çине куçараççĕ.

Кăçал Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ çинчен  Федераллă саккун йышăнма палăртаççĕ.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 января 2006
00:00
Поделиться
;