Моргаушский муниципальный округ

Практикăра

 

Пире, ял хуçалăх институтĕнче (халĕ академи) вĕренекен студентсене, хĕл каçипе ял хуçалăх ĕçĕсен теори уйрăмлăхĕсемпе вăрттăнлăхĕсене вĕреннĕ хыççăн çур аки ĕçĕсем ирттерме республикăри колхозсемпе совхозсене практикăна яратчĕç. Эпĕ Шупашкар районĕнчи «Звезда» колхоза лекрĕм. Хуçалăх пĕчĕк мар, сухалакан çĕрсем кăна 2 пин гектара яхăн. Çур аки ĕçĕсем пуçлансанах 50 çулсене çывхаракан тĕп агроном йывăр чирлесе ÿкрĕ те ĕçе пачах та тухайми пулчĕ.Çапах та эпĕ ĕçсене тивĕçлĕ шайрах ирттертĕм, районти ытти хуçалăхсемпе пĕр вăхăтрах, хăшĕ-пĕрисенчен маларах та.

Вăл вăхăтра специалистсем çитмен пирки малтан ĕçре палăрнă колхозниксене, трактористсене уй-хир бригадин  бригадирĕсем пулма çирĕплететчĕç. Пĕр ирхине ĕçе çитнĕ çитменех ман пата пĕр уй-хир бригадин бригадирĕ пычĕ те (вăл малтан тракторист пулнă) тÿрех:

- Пĕтрĕмĕр, пирĕн уйра пăрçа тарăна акăннă пулмалла, шăтса тухаймасть, тунисем каялла ÿсеççĕ,-тет.- Мĕн тумалла ĕнтĕ, сÿрелемелле-ши е пуш сеялкăсемпе ана урлă чуптармалла, пăшăрханса калаçать вăл.

Эпĕ ăна васкама кирлĕ марри, малтан пăрçа уйне тĕрĕслемелли çинчен калатăп та ытти ĕçсене майлаштарсан пăрçа уйне васкатăп. Уйра тăпра сийне майĕпен сирсе шăтакан пăрçа тунисене тĕрĕслетĕп.

Ак, хайхи. Пăрçа шăтса тухмалли сий пĕр икĕ-виçĕ сантиметр çеç юлнă, çак кунсенчех шăтса та тухать. Тарăнăшĕ те 7-8 сантиметр пулнă, типĕ çанталăкра шăп та шай кирлĕ тарăнăш. Бригадирăн пăлхавне            сÿтсе явма тытăнатăп та институтра вĕреннĕ теорине аса илетĕп.

Нумай ял хуçалăх культурисен вăррисен шăтса тухнă калчасен вĕçĕсем, чавсапа сирсе пынă пек, кукăр пулаççĕ,тăпра сийне шăтарсанах уçă сывлăшра тÿрленсе ÿсме тытăнаççĕ. Паллах, тракторист-бригадир çак вăрттăнлăха пĕлмен ĕнтĕ, кукăр пăрçа тунисене курсанах каялла ÿсеççĕ тесе хыпкаланса ÿкнĕ.

Эпĕ пĕрре кулатăп та, тепре бригадира ырлатăп та. Ара, уйне те çитсе тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ, каялла ÿсекен пăрçана çăлма васканă.

 

 

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 января 2006
00:00
Поделиться