Моргаушский муниципальный округ

Чăваш ятне çÿле çĕкленĕ

 

Муркаш районĕнче пултаруллă çынсем  пурăннине эпир лайăх пĕлетпĕр. Пирĕн районта  çуралса ÿснĕ çынсем кирек ăçта  пулсан та ырă ята тивĕçеççĕ, вĕсемшĕн никамăн та пит хĕрелмĕ.

Çак кунсенче  Муркаш районне   Краснодар  крайĕнчи   Куликово ял округĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен А. А.  Грищенко юлташран çыру килнĕ.

 Вăл унта пирĕн ентеш,  Çĕньял  Муркашра çуралса ÿснĕ  Р. Н.  Самойлик (Семенова) пирки ăшшăн çырса пĕлтернĕ.

Римма  Ниловна  Кубань тăрăхне  Муркашран  1972 çулта пынă. Дон çинчи  Ростов хулинче культпросвет училищĕне пĕтернĕ хыççăн  Краснодар  крайĕнчи  Куликово хуторĕнчех пурăнма юлать, кунтах ĕçлеме пуçлать.

Училище пĕтернĕ хыççăн  Р. Н.  Самойлик «Россия» колхозра художник пулса ĕçленĕ. 1979 çулта ялти библиотекăра тăрăшма пуçланă. 1984 çулта ăна ертсе пыма тытăннă. Тĕп ĕçĕнче вăй хунипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнать вăл.

Риммма  Ниловна хастарлăхĕшĕн  Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене сахал мар тивĕçнĕ. 2005 çулта вара унăн ĕçне  Краснодар  крайĕн губернаторĕ А. Н.  Ткаченко пысăк хак панă.  Р. Самойлика  «Кубань культурин тата тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă.

Риммма   Ниловнăпа  Юрий  Витальевич  Самойликсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ.

Виталий ывăлĕ  И. Н.  Ульянов ячĕпе хисепленекен  Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ, хăй çуралнă вырăнсене манмасть вăл, çыхăну тытать.

Самойликсен çемйи район тата вырăнти администраци ертÿçисем хушшинче те,  хуторта пурăнакансем хушшинче те  пысăк авторитетлă. Хисеплеççĕ вĕсене кунта.

Куликово хуторĕнче тĕрлĕ халăх çыннисем пурăнаççĕ иккен: вырăссем, украинецсем, армянсем, азербайджансем, белоруссем, мордвасем тата чăвашсем 30 çын. Вĕсен хушшинче те  Римма  Ниловна пысăк хисепре. Чăннипех мăнаçланатпăр эпир унпа.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
25 января 2006
00:00
Поделиться