Моргаушский муниципальный округ

Январĕн 18-мĕшĕнче – министерствăсен кунĕ

 

Çак кун района ЧР гражданла оборона ĕçĕсен тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн тата республикăри Патшалăх ĕç инспекцийĕн представителĕсем килеççĕ.

Вĕсем малтан район пуçлăхĕпе Ю.А. Ивановпа тĕл пулаççĕ. Унтан Мăн Сĕнтĕрти çăкăр заводĕнче, кунти шкулта, Муркашри сĕт заводĕнче, Турайри участок больницинче, кунти шкулта, Муркашри чăх-чĕп фабрикинче, «Оринино» хуçалăхра, «Муркашавтотехсервис» предприятире пулма шутлаççĕ.

Комитет ертÿçи В.Н. Петьков район çыннисене ыйтусемпе 13 сехетрен пуçласа райадминистрацин 308-мĕш пÿлĕмĕнче йышăнать.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться
;