Моргаушский муниципальный округ

Сивĕ çанталăк тимлĕх ыйтать

 

Шартлама сивĕсем пулмасăр пĕр хĕл те иртмест. Вăл вăрăма пымасан та çак вăхăтра  çынсемшĕн тĕрлĕ инкек пулма пултарать. Унсăр пуçне кулленхи  пурнăçра кирлĕ пулăшу парассинче: электричествăпа,  ăшăпа тивĕçтерессипе чăрмавсем сиксе тухма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе районта лару-тăру еплерех, пурте йĕркеллĕ-и;

Çак ыйтусем çине район администрацийĕн гражданла оборона  тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн ертÿçи Н. П.  Милютин хуравлать:

"Иртнĕ тунти куна çанталăк тăрук сивĕтрĕ. Каç еннелле сывлăш температури татах ÿсрĕ. Урăхла каласан вăл 37 градусран та иртмелле.

Синоптиксем çак сивĕсем 10 куна  яхăн тăсăласси пирки пĕлтереççĕ.

Январĕн 16-мĕшĕнче, ирхине 5 сехет те 25 минутра  Муркаш-Ярапайкасси пысăк вольтлă электричество линийĕ çинче çанталăк сасартăк сивĕтнĕ пирки авари пулнă. Çавна пула Атапай, Ярапайкасси тăрăхĕнчи ялсенче, коммуналлă хуçалăх ĕçĕнче, вĕренÿ, культура учрежденийĕсенче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухма пултарнă. Унран асăрханас тесе районти энергоснабжени, комуналлă хуçалăх службисем васкавлă тумалли ĕçсене вăхăтра пунăçлама пултарчĕç. 10 сехет те 40 минутра çутăсăр тăрса юлнă объектсене каллех электричествăпа тивĕçтернĕ.

Чрезвычайлă лару-тăруран асăрхаттарас тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. А.  Иванов ятарлă хушу кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ку тĕлĕшпе уйрăмах пĕлтерĕшлĕ службăсен,  предприятисемпе  учреждени ертÿçисен сыхлăха ÿстермелле, тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан вĕсене пĕтерме хатĕр пулмалла: шывпа, ăшăпа, газпа пĕр тикĕссĕн тивĕтермелле. Уйрăм килсенче,  хваттерсене ăшăтакан приборсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пулмалла, пушартан сыхланмалла.

Чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас хăрушлăх пулсан çийĕнчех районти шалти ĕçсен пайне 02 е 2-16-17, район администрацине оперативлă дежурнăй патне 2-13-59 гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăрусен пайне  2-14-36, пушар хуралне 01 е 2-17-34 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр».

Çак шартлама сивĕсенче çын сывлăхĕшĕн те хăрушлăх сиксе тухма пултарать. Кун пирки районти тĕп больницăри  Л. Н.  Андреев врач-травматолог çапла асăрхаттарать:

- Хамăн ĕçре тĕрлĕрен инкекпе больницăна килнĕ çынсене курма тÿр килнĕ. Сивĕ çанталăкра алă-урасене, пÿрнесене тăм илтернĕ пирки вĕсене татнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă. Çавăнпа та çак кунсенче граждансене, уйрăмах ачасемпе ватă çынсене, чĕрепе юн тымарĕсен, ÿпке чирĕсемпе чирлекенсене, енчен те васкавлă ĕç пулмасан, çула тухма тăхтама сĕнетĕп.

Урама тухнă чухне сивĕ çанталăкра сивĕрен сыхланмалли мерăсене çирĕп пурнăçламалла: ăшă тумтир, шыв кĕмен, тăвăр мар атă-пушмак тăхăнмалла. Енчен те тăм илчĕ пулсан çав вырăна алăпа е юрпа сăтăрмалла мар, ăшăтмалла. Ватăпа марльăпа тăм илнĕ вырăна çыхмалла, çынна вĕри чей ĕçтермелле. Хыççăн больницăна каймалла. Сивĕ çанталăкра эрех-сăра ĕçмелле мар, ĕçсен те урама тухмалла мар.  Ĕçсен шăнса вилнĕ тĕслĕхсем те пулма  пултараççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 января 2006
00:00
Поделиться