Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалла
Район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кăçалхи декабрĕн 26-мĕшĕнче «Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта районти экономика обьекчĕсенче тата ялсенче пушар хăрушсăрлăхне пăхăнмалли тата чрезвычайлă ситуацисенчен хăтăлмалли мерăсем çинчен» 667 № йышăну кăларнă.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, харпăрлăхăн пур тĕрлĕ предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисене хăйсене пăхăнакан обьектсемпе ялсенче пушартан хÿтĕленес, вĕсем тухассинчен тата унта çынсем вилессинчен хÿтĕленес тĕллевпе мероприятисем пурнăçлама хушнă.
Кăçалхи декабрĕн 28-мĕшĕ – 2006 çулхи январĕн 10-мĕшĕсенче ялсенче граждансен дежурствине йĕркелеме сĕннĕ.
Пушар тухасран асăрхаттарас тĕллевпе халăх хушшинче тата экономика обьекчĕсенче ăнлантару ĕçне вăйлатмашкăн курăнакан агитаци хатĕрĕсемпе (стендсем, витринăсем), вырăнти радиоузелсемпе, массăллă информаци хатĕрĕсемпе усă курмалла.
Уявсене хатĕрленсе ирттернĕ тапхăрта пушар сÿнтермелли техникăна çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин тивĕçтермелле, личный составсен службăна вăйлатнă йĕркепе урнăçласа пымалла.
Предприятисемпе организацисенче специалистсемпе ответлă работниксен талăкĕпех дежурствăра пулмалла. Çĕнĕ çул елкисем ирттернĕ чухне çуртсемпе пÿлĕмсенче пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркене çирĕп пăхăнмалла, асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерессишĕн яваплă çынсен Муркашри 37-мĕш пушар чаçĕнче ирĕк илмелле.
Асăннă йышăну мĕнле пурнăçланассишĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи В.К. Ананьев тата гражданла оборона тата чрезвычайлă ситуацисен ĕçĕсен пай ертÿçи Н.П. Милютин яваплă пулса тăраççĕ.