Пурнăçпа тан пырса
Паянхи пурнăç кашнинченех çĕнĕлле ĕçлеме ыйтать, мĕншĕн тесен нумай улшăнусем кашнин ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртрĕç. Унсăрăн паян ниепле те май çук. Çынсене тĕрлĕ информацисемпе тивĕçтерес енĕпе районти библиотекăсем паллă вырăн йышăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах тĕслĕх библиотекăсене асăнмалла.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта тĕслĕх библиотекăсем саккăр. Нумаях пулмасть ЧР Президенчĕн Н. Федеоровăн Указне пурнăçласа Катькасра саккăрмĕш тĕслĕх тĕслĕх библиотека уçăлчĕ.
Пирĕн районта халăхăн культура шайне аталантарассипе нумай ĕçлеççĕ, ку енĕпе республикăра та ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх илсе кăтартса килет.
Нумаях пулмасть республикăра «Манăн йĕри-таврари тĕнче» конкурсра Муркашри тĕп библиотекăри Т. Королькова 3 вырăн çĕнсе илме пултарнă. Вăл Чăваш Енри, хамăр районти паллă ентешсене, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе палăрнă. Тĕслĕх библиотекăра вăй хунă май вăл анлă тавракурăмлă, нумай енлĕ пĕлÿллĕ пулнипе уйрăмах палăрнă. Хăй суйласа илнĕ специальноçа юратни, мал ĕмĕтлĕ пулни ăна çитĕнÿ тума май панă.