Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет
Сывлăхран хакли çук теме хăнăхнă эпир. Анчах ăна çухатма тытăнсан çеç хаклама пуçлатпăр.
Самана улшăнни нумай хаклăхсем çине урăхла куçпа пăхма хистет. Хайхи сывлăх пирки те çапла каламалла. Сывлăхлă çын кăна паян ăнăçлă пулать. Лайăх ĕçе вырнаçас, пысăк укçа ĕçлесе илес тесен сывлăх та кирлĕ. Пĕрех май йынăшакан, бюллетень хучĕ илсе ĕçрен çухалакан çынна кашни коллективрах чăрмав вырăнне йышăнаççĕ. Ун пек çын карьера пусмин картлашкисемпе çÿле те улăхаймĕ. Ăна ответлă ĕç епле шанса парăн.
Сывлăха çухатасси ытларах чухне хайхи çын айĕпĕпе пулать. Ĕçкĕпе иртĕхни кунта пĕрремĕш вырăнта. Пирус туртни тата. Тĕслĕхĕсем вара юнашарах. Пĕрле ĕçлекен тус-юлташсем те, тăван-хурăнташсем те вĕсен шутĕнче.
Пур сывлăха упрама та пĕлмелле, çирĕплетсе те пымалла. Çакна паян нумайăшĕ ăнланма пуçларĕ. Ырă тĕслĕх вырăнне район администрацийĕн ĕçченĕсене илер. Эрнере икĕ хут вĕсем спорт залне çÿреççĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов кунпах çырлахмасть. Тăтăшах йĕлтĕр çине тăрать.
Иртнĕ тунти кун хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа районти йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Тĕрĕссипе каласан, йĕлтĕрне вĕсем пĕлтĕрех сырнă-ха. Пĕр-пĕринпе ăмăртма çеç вăхăтне тупайман. Эстафетăра вăй виçесси уйрăмах илĕртÿллĕ.
Тĕлĕнмелли кунта çакă пулчĕ. Ыттисем старта хатĕрленнĕ хушăра район пуçлăхĕ Ю.А. Иванов 3 çухрăмлă дистанцие чупса тухма та ĕлкĕрчĕ.
- Кунĕ паян йĕлтĕрçĕсем валлиех, - терĕ вăл хавхаланса.
Старта пĕтĕмпе 35 команда тухрĕ. Ытларахăшĕ шкул ачисем. Ку савăнтарать. Ара физкультурăпа, спортпа яланлăхах туслашасси ачаран пуçланать. Кун пек çын хăйĕн сывлăхĕ çине те урăхла пăхать.
Ю.А. Иванов йĕлтĕрçĕсене хĕллехи тапхăрта çĕнĕ çитĕнÿсем тума, паянхи ăмăртусенче çĕнтерме ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Кунĕ, чăнах та, йĕлтĕрçĕсене валлиех пулчĕ. Çанталăкĕ тÿпек. Кун иртни те сисĕнмерĕ. Йĕлтĕрçĕсем пĕрин хыççăн тепри старта тухрĕç. Хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Курма пынисен те пăшăрханма сăлтав çук. Кунĕпе уçă сывлăшра пулни начар-и вара;
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен командисем хушшинче Очăкассисем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшĕнче – Кашмашсем, виççĕмĕшĕнче – Шурчасем.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсен командисен результачĕсем çапла: аслă ушкăнра (1988-89 çулсенче çуралнисем) Муркашсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшĕнче – Ярапайкассисем, виççĕмĕшĕнче – Калайкассисем* вăтам ушкăнра (1990-91 çулсенче çуралнисем) Калайкассисем çĕнтерчĕç, иккĕмĕшĕнче - Çатракассисем, виççĕмĕшĕнче – Ярапайкассисем.
Предприятисен, организацисен командисем хушшинче «Муркашрайбыт» çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта «Волга», виççĕмĕшĕнче «Лидер» командисем пулчĕç.
Паллах, кашниех район шайĕнчи ăмăртусене тухса вăй виçеймĕ. Тепри тĕрлĕ сăлтавсене пула йĕлтĕр çине тăма та май тупаймĕ. Анчах хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшакан çынсем юнашарах пулни ыттисене те шухăшлаттармалла. Çакăн хыççăн пĕри, тен, пирус туртма пăрахĕ. Тепри, тен, эрех-сăра сахалтарах ĕçĕ. Виççĕмĕшĕ, тен, хăйĕн ачисен сывлăхĕшĕн тăрăшма пуçлĕ.
Çапла, паянхи саманара ăнăçлă çын пулас тесен сывлăх кирлĕ. Кирек епле ÿсĕм те сывлăх пулсан çеç савăнăç кÿрет. Апла пулсан ăнăçлă та телейлĕ çын пуласси кашнинчен хăйĕнчен килет.